03 июля 2013 г.
Пуçламăш кунранах ачашăн чи усăлли кăкăр сĕчĕ шутланать. Унра мĕн пур кирлĕ япаласем пур. Ăна организм лайăх йышăнать. Кăкăр сĕчĕ пуррисен ачана çĕрлехи вăхăтра апатлантарма та меллĕ. Анчах вăл çитмесен ытти шухăш çуралать. Пĕчĕкскере мĕн çитермелле? Кун пек чухне участокри педиатр патне каймалла. Сĕт хутăшне тата ăна хăçан мĕнле çитермеллине ыйтса пĕлмелле. 4-6 уйăх таранччен шăпах çак апатсемпе çеç усă курма тăрăшмалла.
Ача ỹссе пынăçемĕн ăна хушма апатсем пама тытăнмалла. Кашни çĕнĕ çимĕçе пĕчĕккĕн çитерсе пăхнинчен пуçламалла. Иккĕмĕш, виççĕмĕш хутĕн-че ăна ытларах памалла. Сăнава 5-7 куна тăсмалла. Апат çурма шĕвĕ пулмалла. Çĕнĕ хутăша кăнтăрлаччен çитерсе пăхсан аван. Каç кỹлĕм ача хăйне мĕнле тыткаланине, улшăннине сăнама пулать. Апатлантарнă чухне пĕчĕк кашăк суйласа илмелле. Прививка тунă е чирленĕ чухне халиччен мĕн çитернĕ, çавăнпах усă курмалла. Апат хутăшне килте те хатĕрлеме пулать. Лавккаран туянни те каять.
4-4,5 уйăхран тумлампа сок ĕçтерме пуçăнмалла. Ăна пĕчĕккĕн ỹстерсе пырса 5-6 ача кашăкне çитерме юрать. Малтанах панулми сокĕнчен пуçламалла. Кайран слива, абрикос, персик, хăмла тата чие çырлисен сĕткенĕ çине куçмалла. Каллех пуçласа пĕринпе хăнăхтармалла. Çак шĕвексене кăмăллакан ача (6-7 уйăхра) 2-3 эрнерен пахча-çимĕç нимĕрне тутанма та хирĕçлеместех. Çĕр улми, кабачок, купăста (уйрăмшарăн) пĕçерсе, тỹсе пама тăрăшмалла.
Пăтăсенчен малтан рис, хура тул, кукуруза кĕрпинчен хатĕрленисем вырăнлă. Вĕсене сĕтпе те пĕçерме пулать. 7 уйăхран сĕлĕ, тулă, маннăй е хутăш пăтăсем те каяççĕ. Тăпăрчă çитерме пуçăнсан та юрать. Апата какай нимĕрне кĕртме тăрăшмалла. Унра тимĕр, магни, цинк та пур. А, В1, В2, В6, В12 витаминсем çителĕклĕ. Какая каллех пĕчĕкрен çитерме хăнăхтармалли çинчен асра тытмалла. Каярах аш-какай тефтелийĕпе (8-9 уйăхра) пăспа пĕçернĕ котлет (çулталăкра) пама та юрать.
Çăмарта саррине 7 уйăхран чĕрĕк пайне сĕтпе хушса çитернинчен пуçăнмалла. Сухарипе печени кăшлаттарни те вырăнлă. Кефир, бифокефир, "Агуша" йогурт 8 уйăхран талăкра 200 грамм çитерме юрать. Пулă çупа белокран пуян. Унра В2, В12, Д витаминсемпе минераллă хутăшсем нумай. Ăна 8-9 уйăхсенче асăрханса çитерме пуçăнмалла. Эрнере пĕр е икĕ хутчен аш вырăнне усă курмалла. 9-10 уйăхсенче апата кăштах йодланă тăвар ямалла. Ачасем пысăккисенчен ытларах шывшăн хыпса çунаççĕ. Вĕсене ăна вĕретсе ĕçтермелле. Çут тĕнчене кĕтнĕ ача килсен мĕн тери савăнатпăр эпир! Кашни амăшĕ çитĕнекен ăру ăслă, чипер, уйрăмах сывлăхлă çитĕнтĕр тесе тăрăшать. Çак енсем пулччăр тесен вара вĕсене тĕрĕс те пĕлсе апатлантармалла.
И. ОРЛОВА, врач-педиатр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)