АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа хисеплĕр, пĕр-пĕрне юратăр

03 июля 2013 г.

Çын пурнăçран уйрăлнинчен пысăк хуйхă та çук. Вăл вилсессĕн эпир хуйхăратпăр, ăна чĕре витĕр кăларатпăр. Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче вилĕм çитесси çинчен вăрттăн та пулин шухăшлать. "Пурăнса ывăнтăм", "кун пек пурăниччен вилмелле", текенсем те пур.

Историнче хăй çине алă хуракансене тĕрлĕрен йышăннă. Малтанхи тĕслĕхсене мифсенче тĕл пулма пултаратпăр. Тĕрлĕ халăх хушшинче сарăлнă халапсем тăрăх плена е тарçа лекиччен ал хуни лайăхрах тенĕ. Ĕлĕк Индире, Китайра, Японире çак пулăма обществăра кирлĕ шайра йышăннă. Спартăпа Афинăра урăхла вилекенсен ỹчĕсене çунтарса янă. Паллă Пифагор, Сократ, Платон, Аристотель философсем вĕсене сивленĕ. Пирĕн çĕр-шывра пачăшка кĕл туман, масар çине те пытарттарман, çул хĕррине чавса чиктернĕ. 1917 çулта Европăра хăй тĕллĕн вилекенсен шутĕнче Раççей юлашки вырăнта пулнă.

Арçынсем хĕрарăмсенчен тăтăшрах пурнăçран уйрăлаççĕ. Ĕçлекен 15-24 çулсенчи çынсем хушшинче алă хурасси нумайланать. 1960 çулпа танлаштарсан çак кăтарту 265 хут ỹснĕ. Ытларах инкекĕ Балтика тăрăхĕсенчи республикăсенче пысăк. 100 пин çын пуçне 30-40пе танлашать. Кавказ енче вара чи пĕчĕкки.

Çын пурнăçран уйрăласси йывăрлăхсене чăтайманнинчен, пурнăç тĕллевĕ çухалнинчен тата çамрăксене тĕрĕс воспитани парайманнинчен килет. Общество чирленине те çак кăтартуран курма пулать. Акă, 1998 çулхи дефолт пулнă чухне çамрăксем хушшинче алă хурасси 3 хут ỹснĕ.

2012 çул районта хăйсем çине алă хуракан 31 çынран 19шĕ тепĕр тĕнчене уйрăлса кайнă. Тĕпчевçĕсем пăхнă тăрăх пысăк культурăллă халăхсем хушшинче католиксен, мусульмансен хăй çине алă хурасси христиансенчен сахалрах. Пĕччен пурăнакан, ача-пăчасăр çемьесенче те çынсем йывăрлăхĕсенчен çак меслетпе çеç хăтăлма пулать тесе шутлаççĕ пулмалла. Мăшăрлисем çак усал ĕçе сайрарах тăваççĕ. Çын хăйĕн çине алă хума пăхни вĕсен тăванĕсене шухăша ямалла. Йывăрлăха чăтайманскерсем эмел ĕçме е аллинчи юн тымарне касма, çакăнма пултараççĕ. Вĕсем хăйсене пурпĕрех çăлса хăвараççĕ тесе шутлаççĕ. Хăратни çине тĕплĕн пăхмалла, мĕншĕн тесен çак çынсен 12 проценчĕ хăйсем çине тепĕр хутчен алă хума пултараççĕ. Çакнашкаллисем япалисене парнелесе салатма, сыв пуллашу çырăвĕсем шăрçалама, кỹршĕ-аршăсенчен каçару ыйтма пăхаççĕ. Вĕсенчен тăтăш "эпĕ чăтаймастăп", "манăн пурăнас килмест", "маншăн ан хуйхăрăр", "сире чăрмантарасшăн мар эпĕ" текен сăмахсене илтме пулать.

Алă хуракан малтан вилес умĕн йывăр лару-тăруран тухмалли çулсем шырать, мĕнле татса памаллине шутлать. Каярахра шухăшлани çине тăманнине тĕпе хурать. Мĕнле майпа вилмеллине шырама пуçлать.

Çак тарăн шухăшсемпех çын сывлăхĕ хавшама тытăнать. Вăл вăй çуккипе, вар-хырăм ыратнипе, юн пусăмĕ хăпарнипе, чĕре чирĕсем вăйланнипе аптрать. Унăн шухăш-кăмăлĕ ылмашăнать. Çак утăма тунин сăлтавĕ мĕнре-ши? Çывăх çынсем айăплани, вăрçни, кĕвĕçни, çемье арканни, тĕрлĕ чир-чĕр çулăхни. Пĕчченлĕхпе ăнман юрату. Суд органĕсенче айăплани. Ĕçре е вĕренỹре ĕçтешсем айăплани тата ытти те. Çемьери харкашусене 30-40ри çынсем уйрăмах йывăр чăтса ирттереççĕ.

Алă хурасси патне чи малтанах хуйхă илсе çитерме пултарать. Çакнашкаллисем апат çименнипе е пĕлмесĕр çинипе аптраççĕ, çывăраймаççĕ е ир тăраççĕ. Хăйсен сăн питне начар тесе шутлаççĕ. Хăйсене ялан айăплаççĕ, чăркăшаççĕ. Çемьерен, тус-тăванран пăрăнни, вĕсем çинчен тăтăш шухăшланине тĕл пулма пултаратпăр. Эрех-сăра ĕçекенсем хушшинче те алă хурасси питĕ пысăк. Çак кăтарту 25-30 процентпах танлашать. Тăтăшах ĕçекенсен çемье арканать, тус-юлташсем çухалаççĕ, ĕç пĕтет. Сывлăх хавшать. Пĕвер начар ĕçлеме тытăнать.

Алă хурассине мĕнле чарма пулать-ха? Çак çынсен çемьери, шкулти, ĕçри калаçăвĕсене тишкермелле. Хурланнине, калаçманнине, хирĕçсе тăнине пăхмалла. Мĕнлерех кĕнекесем вуланине, е телевизор пăхнине сăнамалла. Ун пек шухăшлă çынсен калаçăвĕ ылмашăнать. Вăл хуйхăрать, апат çимест е çывăрмасть, туссемпе хутшăнмасть. Вилме пулăшакан япаласем хатĕрлет. Тепĕр тĕнчепе интересленет... Алă хурса пурнăçран уйрăласси ытти вилĕмсемпе танлаштарсан пиллĕкмĕш вырăнта тăрать. Çак кăтарту ытларах çамрăксем хушшинче пысăк.

Пусăрăнчăк кăмăл-туйăм, хуйхăллă шухăш чухне шăнкăравламалли Чăваш Республикинчи телефон номерĕсем çакнашкал: 8-800-100-49-94, ачасен шăпи çинчен _ 8-800-200-01-22. Специа-листсем сире итлесе пĕтерме, ыйтăвăрсене татса пама пулăшĕç.

А. КОЛЬЦОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика