10 июля 2013 г.
ПРАВОСЛАВИ йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн халĕ - икĕ эрнелĕх Питрав типпи. Вăл Павелпа Петĕр апостолсен кунĕнче( июлĕн 12-мĕшĕнче) тухать. Çак тĕле çырла пиçсе çитнĕ, ăна пуçтарма пикеннĕ, çĕнĕ çимĕçе пуçласа çинĕ, хуран кукли пĕçернĕ. Мăсăльмансен вара тунти кунтан Рамадан типпи пуçланчĕ. Хăйсен тĕнне хисеплекенсем пĕр уйăх хĕвел тухиччен тата вăл ансан çеç апат çиеççĕ, мечĕтсене çỹреççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)