АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туризмпа спорта аталантарма

10 июля 2013 г.

Района республикăри тĕп федераллă инспектор Геннадий Семенович Федоров килсе кайрĕ.

Хăнана район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов кĕтсе илчĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче сăмах районăн экономика аталанăвĕ, унăн малашнехи çул-йĕрĕ çинчен пычĕ. Геннадий Семенович республикăри "Зарница" ăмăрту çĕнтерỹçисемпе - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсемпе - тĕл пулчĕ.

Çитĕнекен ăрупа Г. Федоровпа пĕрлех Чăваш Республикинчи çар комиссарĕ А. Мокрушин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ П. Васюков, Раççейри ДОСААФăн регионти уйрăмĕн председаелĕ С. Матвеев тата ыттисем курнăçрĕç. Шкул чысне ăмăртура С. Быков, Т. Филиппов, Н. Михайлов, А. Дмитриев, Ю. Ялуков, А. Смирнов, А. Краснов, Я. Васюткина, А. Семенова, Л. Царева, К. Соколова, А. Поляков хỹтĕлерĕ. Ертỹçи вара ОБЖ преподавателĕ В. Антипов пулчĕ.

Тĕл пулура Н. Глухов республика чысне Патăрьелсем хỹтĕлеме тивĕç пулнишĕн савăннине палăртрĕ. Шкул директорĕ Л. Сафронова командăн кашни членĕпе уйрăмшарăн паллаштарчĕ, нумайлăха асра юлакан хăнапа тĕл пулма пỹрнишĕн савăнчĕ. Çитĕнекен ăру çакнашкал вăйăсем ирттерни усăллă пулнине палăртрĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ, интереслĕ самантсене аса илчĕ.

Геннадий Семенович Атăлçи федераллă округра сентябрĕн 10-14-мĕшĕсенче иртекен "Зарница" çарпа спорт вăйăсен программипе паллаштарчĕ, туризмпа спорт инвентарĕ туянма 150000 тенкĕлĕх сертификат пачĕ, ăнăçусем сунчĕ. (Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика