АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ центр ĕçе пикенет

10 июля 2013 г.

 "Патăрьел район кунĕ" тепĕр паллă пулăмпа та асра юлчĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Чăваш республикинчи Патăрьел районĕн нумай енлĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан центр" автономи учрежденине уçрĕç.Вăл район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Мĕн тĕллевпе, мĕнлерех ĕмĕтсемпе уçнă-ха çĕнĕ кантура? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов кун пирки хăйĕн сăмахĕнче çапла каларĕ: "Патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсене паракан нумай функциллĕ центр  -административлă реформăна пурнăçа кĕртес ĕçри çĕнĕ утăм. Малашне эпир халăх пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ шайри пулăшусене çак учреждени урлă пурнăçлăпăр" .

Çĕнĕ учреждение вырăнта уçнине Лев Кураков академик та пысăка хурса хакларĕ, муниципалитет çăмăллăхĕсене электронлă майпа пурнăçлани çынсене пĕр справкăшăнах вăрăм черетре тăрассинчен хăтарнине палăртрĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ_ М. Калмыков, районти Пенси фончĕн начальникĕ Г. Синеева, ял тăрăх пуçлăхĕсем, Чăваш Республикинчи патшалăх регистрацийĕ, федерацин кадастрпа картографи служба управленийĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Муниципалитет пулăшăвĕсене паракан центр директорĕ В. Медведев хальхи вăхăтра çĕнĕ тытăм халăха 17 тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерме пултарнипе паллаштарнă. Вăл унчченхи "Одно окно" принципĕпех ĕçлĕ. Ытларах кунта çĕр тата çĕр хутшăнăвĕпе, опекăпа попечительство тата ытти ыйтусемпе çăмăллăхсем илме май пур. Малашне унăн терменĕ пысăклансах, сарăлсах пырĕ. Центр тĕллевĕ - граждансене тĕрлĕрен ыйтусене татса парас енĕпе патшалăх органне тухма тĕрлĕрен справкăсем тăвассинчен хăтарасси. Ỹлĕм пулăшу кỹрекен центра хăвăн ыйтупа тухни те çителĕклĕ пулĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика