10 июля 2013 г.
Студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадине 1959 çултанпа ирттереççĕ. Хăйĕн пĕлтерĕшĕпе Олимп вăййисем хыççăн тĕнчери комплекслă спорт мероприятийĕсенчен иккĕмĕш вырăнта тăракан çуллахи Универсиадăна икĕ çулта пĕрре тĕрлĕ çыршывра йĕркелеççĕ.
Пирĕн республикăри спортсменсенчен Универсиада чемпионĕ ятне кăçалччен И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ-университечĕн) студенчĕсем Николай Пуклаков (чи малтан,1971 çулта),Александра Деверинская, Оксана Поставец, Ксения Кириллова, çавăн пекех тĕрлĕ аслă шкулсене пĕтернĕ Валентина Яковлева, Татьяна Сибилева тата Ольга Михайлова çĕнсе илнĕ.
Чăваш хĕрĕсемпе каччисем виçĕм çул Китайри Женьшен хулинче пулса иртнĕ 26-мĕш Универсиадăра уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă.
Июлĕн 6 мĕшĕнче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери ХХVII Универсиада уçăлчĕ. Унта 170 çĕр-шыври вун виçĕ пине яхăн спортсмен хутшăнать. ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççей чысне унта пирĕн республикăри çичĕ спортсмен хỹтĕлет: Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова хăвăрт утакансем, Алина Прокопьевапа Наталья Пучкова стайерсем, çăмăл атлетикăн нумай енĕпе ăмăртакан Кристина Савицкая тата ирĕклĕ майпа кĕрешекен Екатерина Краснова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)