10 июля 2013 г.
"Пурнăçĕ кăлăх пулмасассăн, вилсен те пурăнать этем", тенĕ паллă поэтăмăр Митта Ваçлейĕ. Çак сăмахсем чи малтан, пурăннă чух та пархатарлă ĕçсем тăвакансем çинчен ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри вăл _ чăвашсен паллă композиторĕ Филипп Миронович Лукин, пурăннă пулсан, утă уйăхĕн 3 - мĕшĕнче 100 çул тултаратчĕ. Унăн сакăр çĕр ытла юрри халĕ те халăхра янăрать. Кам илтмен пуль "Çĕр планета чĕнет", "Сирень", Юрату юрри", "Хăмла пахчи", "Уçланкăри палан" тата ыттисене те. Унăн юррисем чун-чĕрере ырă туйăм çуратаççĕ.
Филипп Миронович Красноармейски тăрăхĕнчи Çавал çырми ялĕнче 1913-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çемйинче ултă ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Пулас композитор ача чухнех тăван халăх сăвви-юррине чунтан юратнă, вĕсене итлесе савăннă. 1928 çулта Шупашкарти музыка шкулне вĕренме кĕнĕ. Çакăнтан пуçланаççĕ те пулас композиторăн малашнехи çитĕнĕвĕсем. Вĕреннĕ чухнех питĕ активлă пулнă, комсомол организацийĕн секретарĕ, группа старости ытти обществăлла ĕçсем. Çав хушăрах хăйĕн талантне те аталантарсах пынă.
1942 çулта Ф. Лукин Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн художество руководителĕнче тата аслă дирижерĕнче ĕçле-ме тытăннă. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан композитор çапăçăва тухма, ăна сыхлама чĕнекен янăравлă юрăсем çырнă. Хăй ертсе пыракан ансамбльпе чылай вăхăт фронтра пулнă, вăрçă паттăрĕсене, совет салтакĕсене 120 концерт панă. Каярахпа вăл 30 çул ытла Чăваш АССР композиторĕсен союзĕн правленийĕн председатĕленче вăй хурать.
Тăван çĕр-шыв Филипп Миронович Лукин пултарулăхне, ырă ĕçне-хĕлне тивĕçлипе хакланă. Вăл- РСФСР халăх артисчĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Дагестан ỹнерĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, нумай орден кавалерĕ.
Филипп Миронович Лукин композиторăн сумлă ячĕпе пархатарлă ĕçĕсене яланах асра тытас, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса пурнăç çул-йĕрне суйласа илме пулăшас тĕллевпе Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра музыка сехечĕ иртрĕ. Унта композитора лайăх пĕлнĕ Раççей Федерацин тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин хутшăнчĕ. Анатолий Степанович паллă композиторпа тĕл пулнă самантсене аса илсе каласа пачĕ, вăхăтĕнче хăйне пулăшнăшăн тав турĕ. "Вăл çырнă юрăсем пурнăç илемне туйса илме, музыка искусствин лайăх енĕсене ăнланма пулăшаççĕ", - терĕ вăл. Мероприяти тĕлне библиотека ĕçченĕсем "Хăй юррине тупнă композитор" кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Краеведени пай ертỹçи Нина Мазякова поэтăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ çул çырнă юррисене асăнса хăварчĕ.
Çавăн пекех сăмах калакансем шутĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă В.Салмин та пулчĕ. Вăл Филипп Мироновичăн "Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине" тата "Хăмла пахчи" юрăсен пĕрер куплечĕсене юрласа пачĕ.
"Филипп Лукин - чаплă композитор. Унăн юррисем тахçанах чăваш музыка культурин классикине кĕнĕ. Юррисем ăруран-ăрăва куçса пырса янăрасса шансах тăратпăр",-_ терĕç мероприятине хутшăнакансем.
Н. РАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)