АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлтĕрен усси пысăк

10 июля 2013 г.

 Авитаминоз, анеми, сахăр диабечĕ, юн кайни аптратсан кунне 3 хут, апатчен çур сехет маларах, 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕлтĕрен сĕткенне 2 кашăк шывпа хутăштарса ĕçмелле.

Пỹрере е шăк хăмпинче чул пулсан кунне 2-3 хут, апатчен çур сехет маларах, шывпа хутăштарнă 2 кашăк вĕлтĕрен сĕткенĕ ĕçмелле. Кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсен сĕчĕ çителĕксĕр пулсан кунне 2-3 хут, апатчен çур сехет маларах, шывпа хутăштарнă 2 чей кашăкĕ чухлĕ вĕлтĕрен сĕткенĕ ĕçмелле.

Чĕре ĕçне лайăхлатма кунне 2 хут, апат хыççăн 1 чей кашăкĕ пылпа 1-2 кашăк вĕлтĕрен сĕткенĕ ĕçмелле.

Тỹрленмен юхан суранран, трофика язвинчен сиенленнĕ вырăна вĕлтĕрен сĕткенĕпе йĕпетнĕ икĕ-виçĕ сийлĕ марля хурса бинтпа çирĕплетмелле. Çыхха кунне 2 хут улăштармалла.

Çỹç ан тăкăнтăр, лайăх ỹстĕр тесен эрнере пĕр хут, пуçа çунă хыççăн тин сăрăхтарса кăларнă вĕлтĕрен сĕткенĕпе пуç тирне сĕрмелле.

Асăрхаттарни: çие юлнă хĕрарăмсен, юнĕ питĕ хăвăрт çывăракансен, тромбофлебитпа аптракансен, нумаях пулмасть инсульт тата миокард инфарктне тỹссе ирттернисен вĕлтĕрен сĕткенĕпе асăрханса усă курмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика