13 июля 2013 г.
Июлĕн 10-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем хутшăннă.
Ларура депутатсен Пухăвĕн 2013 çулхи майăн 24-мĕшĕнчи "Патăрьел районĕнчи хăй тытăмлăх органĕсенче муниципалитет ĕç вырăнĕсене тата муниципалитет службин ĕç вырăнĕсене йышăнакансене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çинчен" йышăнăвне улшăну кĕртесси; район депутачĕсен Пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси; Патăрьел ял тăрăхĕн муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан пурлăхне яланлăхах Патăрьел районĕн муниципалитет харпăрлăхĕ çине куçарасси; "Чăваш Республикин Патăрьел районĕ" муниципалитет пĕрлĕхĕн хыснинчен куçакан пурлăха Пикшик ял тăрăхĕн харпăрлăхне парасси; район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнче çамрăксен парламенчĕн членĕсене пулăшса, вĕрентсе пырасси çинчен калакан Положение çирĕплетесси; РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çур çулхи ĕçĕ пирки отчета тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)