АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усси те, сиенĕ те пур

13 июля 2013 г.

Шăрăх çу кунĕсем тăраççĕ. Кану вăхăтĕнче кашниех шыв хĕрринче пулса хĕвел çинче хĕр-тĕнме ĕмĕтленет. Ĕлĕкрех ỹте хăмăрлатасси модăра пулман. Ĕçре пиçĕхсех çак тĕс çапнă. Паян вара пачах урăхла. Хĕвел çинче хĕртĕннĕ çын илĕртỹллĕ, таса, кĕрнеклĕ курăнать. Вăл çирĕп тата лайăх шухăш-кăмăллă. Анчах юлашки вăхăтра "Кăçал хĕвел çине тухма хăрушă", "Хĕвел çинче хĕртĕнни сывлăхшăн сиенлĕ" текен е тата ытти сас-хурана та илтме пулать. Мĕн тумалла? Хĕвелтен пытанмалла-и вара?

Хĕртĕнни илем кỹрет терĕмĕр. Çакăнпа тавлашмăпăр. Пĕрисем вăл чăнах та сиенлĕ тесе çирĕплетеççĕ. Теприсем вара вăхăтлă тата пĕлсе хĕртĕнни усăллă та теççĕ. Çакна кашнийĕ хăйне майлă ăнланмалла. Хĕвел çинче ерипен пулнин усси пурах: организм Д3 витамин илет. Вăл иммунитета ỹстерет, юн çаврăнăшне лайăхлатать. Д витамин организмри кальципе фосфора лайăх вырнаçтарса мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене час сипленме пулăшать, вăй-хала çĕклет.

Сиенлĕ енĕ те пур. Хĕвел çинче ытларах пулни ỹте вăхăтсăр ватăлтарать, типĕтет. Çутам, сарă-хĕрлĕ, хура тутлă çынсен вара хĕвел çинче нумай пуласран асăрханмаллах. Вĕсен ỹчĕ ыттисенчен маларах пиçет.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ ỹт чирĕ XXI ĕмĕрти рак чирĕсенчен мала тухнине палăртаççĕ. Çакă вăл ăшă енчи çĕр-шывсене çул çỹреме юратнипе, канма каякансен йышĕ ỹснипе те çыхăннă.

Хĕвел çинче ытларах пулни ракран хỹтĕлекен бета-каротин шайне чакарать. Çавăнпа та пляжа каиччен пĕр стакан кишĕр сĕткенĕ ĕçни усăллă. Ытларах хĕртĕнни тута çине, ỹт çине шатрасем кăларма, туберкулез, онкологи, чĕре чирĕсене, сахăр диабетне шала яма пултарать.

Антибиотик (тетрациклин, сульфаниламид, юн пусăмне чакармалли эмелсем) ĕçекенсен питех те сыхланмалла.

Мăн асаннесем хĕвел çине тутăрсемсĕр тухман. Ỹте хỹтĕлеме хăйма, кĕвĕлнĕ сĕт, петрушка шывĕ сĕрнĕ. Паян ку енĕпе усă курмалли косметика хатĕрĕсем сахал мар. Çапла пулин те 10-14 сехетсенче хĕвел çинче хĕртĕнессинчен сыхланмаллах. Ỹте пĕçертме 8-11, 16 сехет хыççăн меллĕрех. Хĕвел çине тухиччен 15-30 минут маларах ỹте крем сĕрмелле, малтанлăха 5 минут çеç хĕртĕнмелле.

Ачасене те Д витамин кирлĕ. Вăл рахитран хỹтĕлет, кальципе фосфор ылмашăвне тикĕслет, кариес пуласран сыхлать, шăм-шака тĕрĕс çитĕнме пулăшать, ăс-тăна çирĕплетет. Хĕвелпе туслашмаллах. Сывă ачан уçă сывлăшра темиçе сехет пулмаллах.

М. ТОЯБИНСКАЯ, врач

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика