АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана тухрĕç

17 июля 2013 г.

Хуçалăхсенчи техника шавĕ уй-хире куçса пырать. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне 5992 гектар нумай çỹл ỹсекен курăксене çулса 3822 тонна утă ха-тĕрленĕ. 10000 тонна ытла сенаж хунă: "Батыревский" пĕрлешỹре 3000 тонна, "Исток" çĕр ĕç фирминче - 2000, "Труд" кооперативра - 1400,"Красное знамя" хуçалăхра - 1300, "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче- 1200, "Звезда" кооперативра 660 тонна хатĕрленĕ.

650 гектар пĕр çул ỹсекен курăксене çулнă.

Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси 21 пĕрлешỹре пырать. "Батырь" çĕр ĕç фирминче 300 гектар, "Колос", "Знамя", "Труд" хуçалăхсенче 250-шар гектар сухаланă. Çак ĕçе районĕпе 2520 гектар пурнăçланă.

Уй-хирте тыр-пул çитĕнсе пырать. Вырма, пухса-çапма хатĕр тăмалла. Паянхи куна хуçалăхсенче 69 комбайн пур. Вĕсенчен 59-шĕ вырмана хатĕр. Тĕш-тырă тасатакан 108 машинăран пиллĕкĕшĕ çеç юсавсăр. "Малалла", "Первомайск", "Исток" хуçалăхсен "уй-хир карапĕсем" кĕрхи тулăпа пăрçа уйĕсене ỹкрĕç те ĕнтĕ. "Малаллара" 10 гектар, Первомайскинче 5 гектар тулă тỹрремĕнех вырса çапнă, Кĕçĕн Патăрьелĕнче 30 гектар пăрçа çулнă.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика