АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вăл пурнăç тыткăчи

17 июля 2013 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра хăйĕн профессипе ĕçе вырнаçайманнисем, предприятисенче штатсене кĕскетнĕрен ĕçсĕр юлнисем тата ыттисем те килеççĕ. Вĕсене кунта хушма професси илме, ĕç тупма пулăшаççĕ. Центр пурнăçĕпе тĕплĕнрех унăн ертỹçирен Г. Афанасьевран каласа пама ыйтрăмăр.

- Геннадий Иванович, кăçалхи ултă уйăхра сирĕн пата миçе çын пулăшу ыйтма килнĕ? 

-Пурĕ 676 çынна йышăнтăмăр, вĕсенчен 238-шне ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Ĕç шыракансенчен 324-шĕ-_ хĕрарăм, 296-шĕ- 16-29 çултисем, 330-шĕ - 14-18-ти çамрăксем, 19 çын тивĕçлĕ канăва кайма икĕ çул тăрса юлнисем. Çаксенчен 179-шĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă, штатсене кĕскетнĕрен ĕçсĕр юлнисем те пур.

- Пулăшу ыйтакансене ĕçпе мĕнлерех тивĕçтеретĕр? 

-Районта 307 организаци. Вĕсем пире ĕç вырăнĕ пуррипе çуккине пĕлтереççĕ. Ваканси ярмăрккине ирттеретпĕр. Кăçал вăл виçĕ хутчен пулчĕ. Унта 36 çын хутшăнчĕ, 21-шĕн ыйтăвне-çав кунах тивĕçтерчĕç. 

-Ачапа ларакан амăшĕсене те вĕрентетĕр пулас? 

-Çапла. Виçĕ çул тултарман ачапа ларакан амăшĕсене хушма професси илме пулăшатпăр. Çур çулта çиччĕн Чăваш Патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне пĕр уйăхлăха вĕренме çỹрерĕç. 

-Геннадий Иванович, центр шкулта вĕренекенсене те пулăшать тенине илтнĕччĕ... 

-Паллах, шкул ачисем те кану вăхăтĕнче аллисенче тытмалăх укçа ĕçлесе илесшĕн. Вĕсене валли йывăрах мар ĕç тупса паратпăр.

- Студентсем валли ĕç тупма пулать-и?

-Училище е техникум пĕтерсе килекенсем валли вăхăтлăх ĕç тупса паратпăр. 

-Центр бизнес çулĕ çине тăракансене те пулăшать иккен.

- Тĕрĕс. Пĕр çын хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма кирлĕ хутсене хатĕрлесе пĕр хутчен паракан пулăшăва тивĕçнĕ. Икĕ граждана вара бизнес уçма 58800-шер тенкĕ панă.

Дина КУСТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика