АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх фрончĕ йĕркеленет

17 июля 2013 г.

 " Раççей пуласлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн кашнин тăрăшмалла, çĕр-шыв чечекленĕвне кашнин тỹпе хывмалла, - тенĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн учредителĕсен Мускавра иртнĕ съездĕнче.

- Шăпах тĕллевсене пурнăçа кĕртме йĕркелетпĕр çак общество юхăмне". Президент каланă тăрăх - "халăх фрончĕ бюрократизм шурлăхĕнче путакан ыйтусене туртса кăларма, çынсене хăйсен сĕнĕвĕсене тỹрремĕн пĕлтерме, суйлавсене хутшăнма майсем туса пама кирлĕ". Уйрăмах пĕлтерĕшли - çĕнĕ юхăм халăх интересĕсене тĕпе хурса ĕçлĕ.

Съездра В.Путина Раççейри халăх фрончĕн ертỹçине суйланă, РФ субъекчĕсене те регион уйрăмĕсене йĕркелеме йышăннă.

Пирĕн республикăра çĕнĕ юхăм çурла уйăхĕн 3 - мĕшĕнче официаллă йĕркепе ĕçлеме пуçлĕ. Кун пирки Чăваш Енри координатор Геннадий Матвеев журналистсемпе тĕл пулсан пĕлтерчĕ. " Халăх фрончĕ - парти мар. Хăш наци çынни пулни те , обществăра мĕнле вырăн йышăнни те пĕлтерĕшлĕ мар. Юхăм ĕçне Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн канăçсăрланакан, тỹрĕ чунлă кашни гражданин хутшăнма пултарать", - терĕ Геннадий Петрович. Сăмах май, "Пĕрлĕхлĕ Раççей", " Раççей Патриочĕсем" партисен республикăри уйрăмĕсен, "Ветерансен союзĕн" членĕсем учредительсен йышне кĕнĕ. " Ыйтасси тата ĕçе вĕçне çитересси - халăхăн ирĕкĕ, кирек хăш шайри чиновник çынна мĕн кирлине пĕлсе , туйса тăтăр.

Халăх фрончĕн ĕç-хĕлĕ çынсен шухăш-кăмăлне мала кăларасси, ырлăхне тĕпе хурасси çинче никĕсленме тивĕç", - палăртрĕ " Раççей Патриочĕсем" партин Чăваш регион уйрăмĕн комитет председателĕ В.Солдатов.

Çĕр-шывра çĕнĕ индустриализаци ирттересси, тупăшăва кĕме пултаракан экономика туса хурасси, нацисен пĕрлĕхне, ăрусен çыхăнăвне çирĕплетесси, çамрăксене патриот воспитанийĕ парасси, тĕрлĕ политика тата общество вăйне чăмăртанма пулăшасси т. ыт. те - Раççей халăх фрончĕ палăртакан тĕп тĕллевсен шутĕнче. Халăх фрончĕн ĕçне хутшăнас текенсем юхăм йĕркелỹçисемпе; (8352) 45-41-05, 8903-322-39-56 телефонсем, ivavq@ mail ru электрон адреспа çыхăнма пултараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика