17 июля 2013 г.
Пурнăçра эпир хамăр тимлĕ пулманран, асăрханманран чылай йăнăш тăватпăр. Кайран вара чавса те çывăх, çыртма çук. Çул çинче водительсемпе пулакан аварисем те çапла ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухаççĕ: вĕсем пысăк хăвăртлăхпа пынă, руль умне ỹсĕр пуçпа ларса çула тухнă, йĕркене пăхăнман е тата ытти те.
Çулталăк пуçланнăранпа çул çинче пулакан аварисене пĕтĕмлетсен, çакă курăнать: ултă уйăхра инспекцинче 19 аварие шута илнĕ. Инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çирĕм пĕрĕшĕ аманнă. Цифрăсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пысăк пулни те пăшăрхантарать.
Республикипе илес пулсан, çак тапхăрта аварисен шучĕ чакнă, пирĕн тăрăхра вара 18,8 процент ỹснĕ. Вилекенсен, аманакансен шучĕпе те кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах.
Водительсем ытларах мĕнлерех сăлтавпа, еплерех яваплăха вырăна хумасăр инкек серепине çакланаççĕ-ха? Çын пурнăçĕшĕн чи хăрушши - çула тухакан руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа е ỹсĕр ларса теветкеленни. Ун пек чухне чылай тĕслĕх синкерлĕ вĕçленет. Çур çулта çеç мĕн пур аварисен çирĕм проценчĕ эрех ĕçсе хăпартланнипе пулнă. Юрать-ха, телее никамăн пурнăçĕ те татăлман. Çул çинче водителĕн çеç мар, çуран çỹрекенĕн те правилăсене пĕлмелле, вĕсене çирĕп пăхăнмалла.
Автомашина çывхарса килнине кура тăркач никамăн та "ĕлкĕрĕп" текен шухăшпа çул урлă чупса каçма юрамасть. Палăртман вырăнта пушшех те. Çак сăлтавпа та тăтăшах инкексем пулаççĕ. Аварисен сăлтавне пĕтĕмлетнĕ май пăшăрхантаракан тепĕр ыйтăва та хускатасшăн. Чи хăрушши тата чуна ыраттараканни - вĕсенче çул çитмен ачасем хутшăнни. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкренех, ача садĕнченех çул урлă каçмалли тата ытти йĕркесене вĕрентмелле, хăнăхтармалла, практика занятийĕсем ирттермелле.
Ыттисемпе танлаштарсан, пирĕн районта яланах автотранспорт йышĕ нумай. Хальхи вăхăтра "тимĕр утсен" паркĕ пушшех ỹссе пырать. Хăш-пĕр çемьесенче виçĕ-тăватă ывăл пулсан, кашнийĕнех- чаплă машина. Ку мода та пулса кайрĕ-тĕр. Халăх ытлă-çитлĕ пурăннăшăн кĕвĕçмелле мар, савăнмалла çеç темелле. Анчах тỹнтер енĕ те пур: куçăм вăйлă пулнăран, çул çинче инкек-синкек тухас хăрушлăх пысăкланать.
Паянхи кун тепĕр проблемăна та çĕклесшĕн. Хальхи вăхăтра хĕрсемпе хĕрарăмсене те руль умĕнче курма пулать. Анчах техникăна çав тери лайăх чухлакан чиперкке сахалрах. Руль умĕнчи хăнăхăвĕ, çирĕплĕхĕ те урăхла. Йывăрлăхра çухалса каяс хăрушлăхĕ те пысăк. Çавăнпа та вĕсен çул çинче икĕ хут ытларах та тимлĕ пулмалла, йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Çакна та палăртса хăварасшăн: автомашинăсем пĕр-пĕрин патне пырса çапăнасси шăтăк-путăк çулран та килет. Çул-йĕре пăхса тăракансем ăна вăхăтра юсаманран хальхи çур çулта та инкек пулчĕ. Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсен айăплă организаци ертỹçи ячĕпе протокол çырма тиврĕ.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)