АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци малалла пырать

17 июля 2013 г.

 Çулсеренех Республикăри Шалти ĕçсен Министерствипе районти пайĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче "Çул çитмен ача" операци йĕркелеççĕ. Кăçал вăл виçĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕ июнĕн 18 - 28-мĕшĕсенче иртрĕ: инспекторсем тĕрлĕ шкулсенче, çемьесенче пулчĕç, йывăр çемьесенче пурăнакан çул çитмен ачасемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсен пурнăçне тĕпчерĕç, пушă вăхăтра мĕнле ирттернипе интересленчĕç. Районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор Лариса Комиссарова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ачасемпе ĕçкĕ сиенĕ, наркотик хăрушлăхĕ пирки уçă калаçусем ирттернĕ.

Çак операцие çул çитмен ача шăпишĕн тимлекен кашни яваплă служба ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Хальхинче шутра тăракан 52 çул çитмен ачана тата 38 ашшĕпе амăшне тĕрĕсленĕ, икĕ ачана тата пĕр ăнăçсăр çемьене вăхăтлăха юсанма, вĕсене сăнаса тăма инспекцине шута илнĕ.

"Çул çитмен ача" операци пĕрремĕш тапхăрĕнче хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн пилĕк ашшĕ-амăшĕ тата виçĕ ачана административлă явап тыттарма тивнĕ.

Операци çуллахи каникулта малалла тăсăлать-ха, августăн вун пиллĕкмĕшĕнче çеç вĕçленет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисемшĕн питĕ яваплă пулмалла, вĕсем преступлени ан туччăр тесе кăсăклансах тăмалла.

А. АНДРЕЕВА, ЧПУ студентки

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика