17 июля 2013 г.
Районта вут-кăварпа пулакан инкексен шучĕ ỹссех пырать. Çулталăк пуçланнăранпа 27 пушар пулнă, миллион тенкĕ ытла тăкак кỹнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 9 тĕслĕх нумайрах. Çу тата çĕртме уйăхĕсенче çеç 15 хутчен "хĕрлĕ автан" ташланă. Нумай чухне пурăнмалли çурт-йĕре сиенленĕ.
Вут-кăвар инкекĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Тăтăшраххи электрооборудованисене, газ хатĕресене сỹнтермесĕр хăварни. Çавăнпа та вĕсене пăхмасăр ниçта та тухса каймалла мар. Хăрушлăх йĕркисене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатмалла мар.
Юлашки вăхăтра ялсенче пушарсем юсавсăр электропралуксене пула сиксе тухаççĕ. Нумайăшĕн вăл 30-40 çул каяллисем, вĕсене тахçанах улăштарма вăхăт çитнĕ. Хăш-пĕр çынсем хăйсем тĕллĕн çĕннисене улăштараççĕ. Анчах кун пек туни те куççульпе вĕçленме пултарать.
Ачасене вĕçĕмсĕр инкек тухасран асăрхаттарсах тăмалла. Вĕсене шанакан килсĕр-çуртсăр юлнă тесе ваттисем ахальтен каламан. Çапах та чылайăшĕ пепкисене телевизор яма, ăна сỹнтерме, электричество, газ плитисене чĕртме хушать. Çак ĕçсене тума пачах чармалла. Шăрпăка алли çитмелле вырăна хумалла мар. Çуллахи вăхăтра пушарсен хăрушлăхĕн тепĕр сăлтавĕ - аслатиллĕ çумăрсем. Çавăнпа та вăл вăхăтра электроприборсемпе, телевизор-радиопа усă курас марччĕ, розеткăран кăларасчĕ. Аçа çапнипе те пысăк пушарсем пулаççĕ.
П. КУПРИЯНОВ, стажер-инспектор
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)