20 июля 2013 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен обществăлла вырăнсенче- вĕрентỹ, культура, сывлăх организацийĕсенче, ача-пăча площадкисенче, пляжра, самолетра, хула транспортĕнче, вокзалпа портсенче, станцисемпе метрора - пирус туртмалла марри çинчен йышăннă федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Халĕ питĕ туртас килнĕ чухне те чукун çул вокзалне, автовокзала, аэропорта, тинĕспе юхан шыв порчĕсене, метрополитен станцине кĕмелли вырăнтан 15 метр инçерех кайса мăкăрлантарма тивет. Çавăн пекех ĕç вырăнĕсенче, подъездсенче, картлашка çинче, лифтра, пỹлĕмсенче туртма чарнă.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Америкăра халăхăн 27 проценчĕ туртать. Францире - 30 процент, Раççейре - кашни вунă çынран тăваттăшĕ. Пирĕн çĕр-шывра вăтамран 69 çула çитиччен пурăнаççĕ пулсан, Америкăра -79, Францире - 82. Çулсеренех табак туртнине пула миллионĕ-миллионĕпе çын вилет. Çын мĕн чухлĕ нумайрах туртать, хăйне çавăн чухлĕ ытларах пĕтерет. Ирсерен кĕххĕмлетни çеç мар-çке кунта. Туртакан çыннăн кашни органне пырса тивет никотин: сывлав çулĕсенчен пуçласа усал шыçă чирĕсене пуçарни таранах. Çыннăн иммунитетне пĕр шелсĕр аркатать, вăраха кайнă чирсем тепĕр хут вăй илсе алхаснин сăлтавĕ те çаках.
Малашне табака рекламăласси те пулмĕ. Пируса аса илтерекен продукци те кăлармĕç. Сăмах кунта конфет, чăмлак, тĕрлĕ сувенир çинчен пырать. Кунсăр пуçне табак компанийĕсене ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма, вĕрентỹ, сывлăх, культура тытăмĕнчи пректсене спонсор пулăшăвĕ кỹме чарнă. Ку таранччен усал шăрша чăтайманнипе пирус мăкăрлантаракансем пухăнакан кафесене, клубсене кайма тăхтаса тăнисемшĕн халĕ чăрмав пулмĕ. Вĕсем хăйсемпе пĕрле ачисене те илме пултараççĕ.
Сигарет туртма пăрахаканăн харăсах вăхăт та, укçа та, сывлăх та хутшăнать. Кунтан та пысăк пуянлăх пур-ши? Паллах, сиенлĕ йăларан хăпма питĕ йывăр. Республикăри наркологи диспансерĕ (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт) ку тĕлĕшпе пулăшма пултарĕ. Нарколог-психиатр патне интернет урлă е регистратурăри телефонпа (23-41-68) çырăнма пулать. Районсен тĕп больницисенчи наркологи пỹлĕмĕсенче те пирус туртма пăрахасах текенсене пулăшма яланах хатĕр.
С. ФЕДОРОВА, республикăри наркологи диспансерĕн тухтăрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)