20 июля 2013 г.
Юлашки вăхăтра çапларах сас-хура çỹрет: ĕçлекен пенсионерсене 2013 çулхи августăн 1 мĕ-шĕнчен тытăнса пенси пама пăрахĕç е ĕç укçин çуррине кăна тỹлĕç. Çак сăмах-юмах тĕрĕс-и? Паллах, тĕрĕс мар. Çывăх вăхăтра ун йышши нимĕнле улшăну та пулмĕ. Ĕçлекен пенсионерсем пенси те, ĕç укçине те малтанхи пекех илсе тăрĕç. Анчах çулăмсăр тĕтĕм тухманнине те шута илмеллех. Паянхи кун граждансене пенсипе тивĕçтермелли çĕнĕ саккун хатĕрлеççĕ. Раççей Правительстви ĕçлекен пенсионерсене епле йĕркепе пенси парассине хальлĕхе вĕçне çитиччен татса паман-ха. Тĕслĕхрен, РФ финанс министерстви пенси реформине сỹтсе явнă май çак шухăша мала хурать: пенси _ ватлăх çу-лĕсем çитнĕ май çын ĕçлеме пултарайманнипе ăна паракан пособи, енчен те вăл ĕçлеет пулсан ăна пенси те памалла мар. Ку ыйту çине РФ Пенси фончĕпе РФ ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерстви урăхларах пăхаççĕ: пенсионерсем ырă пурнăçран тумаççĕ çакна. Нумайăшĕ вĕрентỹ ĕçĕнче, сывлăх хуралĕнче, культура учрежденийĕсенче вăй хурать. Вĕсен ĕç укçи пысăках мар, çавна май унта çамрăксем те пит каясшăнах мар. Апла-тăк ĕçлекен пенсионера пенси пама пăрахсан унти ĕç вырăнĕсем ыранах пушанса юлĕç. РФ Пенси фончĕн пуçлăхĕ Антон Дроздов çапла пĕлтерет: "Ĕçлекен граждансене пырса тивекен чылай ыйтăва пăхса тухнă: пенсин пĕр пайне çеç е пĕтĕмпех тỹлемелле? Стратеги планĕнче питĕ пысăк шалу илекенсен тупăшне кăштах шайлаштарасси пирки хатĕрленĕ нормăсем те пур. Ку тĕрĕсрех те пулнă пулĕччĕ. Анчах халь-лĕхе ĕç министерстви те, пенси фончĕ те вăл е ку улшăнăва кĕртме палăртман".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)