АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытлашши ан илĕртĕр!

20 июля 2013 г.

Илемлĕ хĕрарăма курсан арçынсем пăлханса ỹкеççĕ. Çав пăлхану вара организма пĕртте лайăх витĕм кỹмест.

Вăхăт иртнĕ май арçыннăн сывлăхĕ хавшать, испани ăсчахĕсем тĕпченĕ тăрăх, уйрăмах арлăх вăйĕ. Ăсчахсем 80 студента тĕпченĕ, вĕсене виçĕ цифрăран тăракан пуç ватмăш тупсăмне тупма сĕннĕ. Пỹлĕмре арçынсем тата пĕр илемлĕ хĕр кăна пулнă.

Ăсчахсем эксперимента хутшăннă арçынсен пăлхану гормонĕн шайне виçнĕ. Илемлĕ хĕрпе ларнă чухне арçынсен çав гормон шайĕ пит пысăк пулнă, çавăнпа вĕсем тĕплĕ шухăшлама пултарайман. Хĕр пỹлĕмрен тухсанах гормонсен шайĕ виçене ларнă.

Гормонсен шайĕ яланах пысăк пулсан организмри веществосен ылмашăнăвĕ пăсăлать, диабет тытăнать, юн пусăмĕ ỹсет.

Чипер пикесем! Арçынсене ытлашши ан илĕртĕр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика