20 июля 2013 г.
"Ватлăх савăнăç мар" - тенĕ ваттисем. Камсем-ха вĕсем ватăсем? Вĕсем утмăл урлă каçнă çынсем. Вĕсем пирĕн аннесем, аттесем, тетесемпе аппасем, асаттесемпе асаннесем. Вăй çуккине тата ватлăх çывхарнине туякансем. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, тенĕ сăмахсен тĕрĕслĕхне тата ăслăлăхне туйнă çынсем.
Ватă çынсем патне чирсем, вăйсăрлăх, чухăнлăх, пĕчченлĕх, çухатусем, уйрăлусем, хисеплеменлĕх, вĕсем çине пăхманни çывхарса çитеççĕ. Çав вăхăтрах хăйсене арçынсемпе хĕрсем пекех туяççĕ: " Ан васкăр-ха, эпир тин шкула çỹреттĕмĕр, вĕренет-тĕмĕр, пĕрремĕш юрату, ыранхи ĕмĕтсем".
2000 çулта 60-тан иртнĕ çынсем 590 млн. пулнă, халĕ вĕсем 1 млрд. 100 млн. ытла. Раççейре 30 млн. ватă çын шутланать.
Статистика тăрăх, 50 процентне картлашкапа хăпарма йывăр, 17-41 проценчĕ хăй тĕллĕн больницăна каяймасть, 31 проценчĕ хăй тĕллĕн тăхăнаймасть, 8 проценчĕ килĕнчен тухаймасть, 5 проценчĕ вырăн çинчен тăраймасть. Ватă çын 4-5 чирпе аптăрать, кашни вунă çултан 1-2 чир хутшăнать. 74 проценчĕ кашни кун эмел ĕçет, 58 проценчĕ хăйсен сывлăхне начар тет,10 проценчĕ сĕре япăх тет. 60 çултан иртнисен 33 проценчĕ çулталăкра пĕрре ỹксе суранланать, 30 проценчĕ хăлха илтменнипе, 26 проценчĕ куç курманнипе, 10-40 процент ăс-тăн айванлăхĕпе, 15 процент шăк чаракĕ çуккипе аптăрать, 11 проценчĕ васкавлă пулăшу уйăхра 2-3 хут чĕнет, 20 проценчĕ пĕччен пурăнать, 25 проценчĕн пурнăçран уйрăлас шухăш пур. Сывлăх хавшанă май обществăра та ватă çынсене урăхларах йышăнаççĕ. Çын ватлăхра йывăрлăха хăнăхса пырать.
Ватă çынсен организмĕнче мĕн пулнине сăнăр-ха.
Ỹт пысăк шăмăсем тĕлĕнче çỹхелсе пырать. Тар сахалтарах тухнипе вăл типет, пĕркеленет, тăтăш сиенленет, çурăлать. Выртакан çыннăн ỹчĕсем шăтма пултараççĕ. Ватăсем ăшша час çухатаççĕ, çавăнпа та вĕсем шăнаççĕ, ăшă тумтир кирлипе нушаланаççĕ, нỹрĕ сывлăша чăтаймаççĕ. Çав вăхăтрах япăх хутнă килте тата хусканусем сахалтарах тунă чухне вĕсем шăнса чирлеме пултараççĕ. Пỹлĕмри температура 21 градус таранччен пулсан аван. Ватăсен хул айĕ, пĕçĕ патĕнчи ỹчĕ хĕрелме пултарать. Рак чирĕ аталанма пăхать, çавăнпа та ватăсен ỹтне сăнасах тăмалла.
Çỹçсем пурнăç тăршшĕпе йăхпа, иммун системи хавшанипе, сивĕпе, ăшăпа, хими препарачĕсемпе, сурансемпе сиенленме пултараççĕ, тĕсне çухатаççĕ, хуçăлма, сайралма тытăнаççĕ. Тăтăш чухне хĕрарăмсен уйăх хушши пĕтнĕ май пит çинче çуç ỹсни чăрмантарать.
Пуçра çỹç сайраласси арçынсен ытларах йăх тăрăх пырать. Унсăр пуçне вăл тăкăнасси витаминсемпе микроэлементсем çитменнипе, е ĕçри сиенлĕхе пула пулать тата стресс вăйлатать.
Ватă çынсене пăхса тăракан тухтăрсем каланă тăрăх, çỹç тăкăннине пула вĕсем ытларах пăшăрханма тытăнаççĕ. Шăм-шак виçи те чакать. Шăмă кăмăрчакĕсем чакнипе ыратни вăйланать, çын кукăрăлса утма тытăнать. Ватă çынсене ытларах çурăм, пĕç тĕпĕнчи, хулпуççинчи шăмăсем ыратни пăшăрхантарать. Вĕсем сахалрах утаççĕ, ытларах уйрăм пулма, выртма тăрăшаççĕ. Остеопороз чирне пула шăм-шаксем черченленеççĕ. Мышцăсен калăпăшĕ чакни, шăм-шак чирĕсем тата кăштах сиенленсен вĕсем хуçăласси патне илсе çитерме пултарать. Шăм-шаксем валли гимнастика упражненийĕсем туни мышцăсене хавшама памасть. Хăш-пĕр çынсем утма пулăшакан патаксене те пăрахаççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе вăхăт ирттерме пултараççĕ. Тỹрĕ утасси пăсăлать. Çынсем майĕпен пĕчĕк утăмсем çине куçаççĕ. Хусканусене, пăрăнăçсене хуллен тăваççĕ. Çакă ĕнтĕ ватă çын ỹкесси патне илсе çитерет. Вĕсен çавăнпа та шуса кайман патаксемпе утма тăрăшмалла.
Ỹпке хăйĕн хусканăвне чакарать. Ватăсем сывлăш тухманнипе аптăраççĕ. Ỹп-кери сывлăш сурчăка начар тасатнипе тата ăна капланма май парса пневмони чирĕ патне илсе çитерме пултарать.
Ỹсĕрес туйăм чакнипе тата юн начартарах çỹренипе организмра ун çителĕклĕхĕ сахалланать. Ватă çынсем апат тутине пĕлсех çимеççĕ. Çавăнпа та тĕрлĕ шăршлă курăксемпе усă курмалла. Çăварти протезсене çумалла, чĕлхе сийне тасатсах тăмалла. Пăсăлнă апат çиесрен асăрханмалла. Пỹлĕмре газ шăршине туйманни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Ал туйăмĕ чакнипе ватăсем япаласене ỹкереççĕ, хăйсене вутпа, шывпа пĕçерме пултараççĕ. Савăт-сапа çирĕп хăлăпсемпе, вĕсен йывăрăшĕ виçеллĕ пулмалла. Ватăсем пĕчĕк ача евĕрех, вĕсем ал тытнине, ыталанине, ăшша юратаççĕ. Ватлăхра температура туйăмĕ чакать. Вĕри япала патĕнчен алла е урана хăвăрт та илеймеççĕ вĕсем, тарăн çывăрса каяймаççĕ. Ытларах çиелти ыйхăпа киленеççĕ. Ăнсăртран вăрансан çывăраймасăр тертленеççĕ. Вĕсен пĕр вăхăтра çывăрма выртма тăрăшмалла, кăнтăрла хыççăн чей, кофе, эрех-сăра ĕçмелле мар, каçа хирĕç шыв ĕçессине те сахаллатмалла. Кăнтăрла ытларах утма, канса утса çỹреме тăрăшмалла. Çывăракан матрац хытă пулмалла. Пỹлĕме уçăлтармалла. Ватă çынсем часах ывăнаççĕ. Калаçнă чухне калаçу тĕввине çухатаççĕ. Калаçура темиçе çын пулсан арпашаççĕ. Чирлесе ỹксен сипленме укçа çитмесрен, пăхакан çын кирлĕ пуласран хуйхăраççĕ. Хăрани тата хуйхăрни ăс-тăна чакарать. Çавăнпа та кашнийĕн сумлă ватă пулассишĕн тăрăшмаллах.
А. КОЛЬЦОВ, çемье тухтăрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)