20 июля 2013 г.
Районти суд приставĕн серепине пурнăçри саккун йĕркине çирĕп пăхăнакансем мар, тĕрлĕрен сăлтавпа налукран пăрăнакансем, алимент тỹлемен пуçтахсем тата ыттисем те çакланаççĕ. Йĕркене пăхăнасшăн пулманнисемшĕн вара саккăрла та явнă саккун саламачĕ çирĕп ыйтать.
Кăçалхи çур çулта районти суд приставĕ прес-тупниксенчен укçа-тенкĕ шыраса илес, парăмçăсенчен бюджета кĕмĕл кĕртес тĕлĕшпе еплерех ĕçленĕ-ши? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе кăсăкланса суд приставĕн начальникĕпе Галина Васильевна Афкипе тĕл пулса калаçрăмăр.
-Йĕркелĕх хуралĕнче сирĕн служба пысăк вăй шутланать. Патăрьел районĕнчи суд приставне республикăра та ырă енчен çеç пĕлеççĕ. Эсир хăвăр ĕçтешĕрсем хушшинче тăтăшах кăтартуллă пулни те кăмăллă. Кăçалхи çур çул итогĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
-Сăмахăма пристав-исполнительсен ĕç тиевĕнчен пуçласшăн. Кашнийĕн пуçне уйăхне вăтамран 291 производство тивет. Ку вăл питĕ пысăк калăпăш. Кăçалхи çур çулта çеç пирĕн кантура тĕрлĕрен çынсенчен шыраса илмелли 6992 производство кĕнĕ. Сумми те пĕчĕкех мар: 89 614 пин тенкĕ! Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, икĕ хут ỹсрĕ. Апла пулин те ку таранччен аванах ĕçлесе пыратпăр темелле.
-Галина Васильевна, ытларах приставсен мĕнле производствăсемпе ларма тивет-ши?
-Ку тĕлĕшпе рекорд параканнисем - административлă штрафа вăхăтра тỹлеменнисем. Хальхинче те çак енĕпе 4671 производство пулнă. Ытларах водительсем айăпа лекеççĕ. Срокĕ иртсен штрафăн пенийĕ хушăнать. Ытти тĕрлĕ парăмсем те чылай: алиментпа, кредитпа, налукпа çыхăннисем тата ыттисем те.
-Социаллă пĕлтерĕш-лĕ ыйтусенчен пĕри - алиментсемпе вăхăтра татăлманни. Пирĕн районта çакнашкал преступниксем те йышлă-и?
-Сахалах та тесе калас килмест. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа 272 производство пуçланă. 51ĕн вĕçне-хĕрне тухнă. Хура списокрисем хушшинче хăйсен йĕрне çухатса укçа тỹлес мар тесе тарса çỹрекенсем те пур. Çакнашкал вун икĕ çынран тăваттăшне "капкăна" çаклатнă-ха. Алиментçăсенчен чылайăшĕ ниçта та ĕçлемест, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхет е пурăнмалли яланхи вырăнĕ те çук. РФ УКăн 157 статйипе килĕшỹллĕн 10 çын ячĕпе уголовлă ĕç те пуçарнă. Вĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнаççĕ.
-Галина Васильевна, пурнăçра кашни çынах йăнăшма, ỹкĕнĕçлĕ ĕç туса хума пултарать. Çакна пĕле тăркач е ăнсăртран туни те пĕлтерĕшлĕ. Ĕç-пуç суд приставĕсен аллине çакланнисене никама та паттăрлăх медальне памаççĕ. Вĕсене мĕн асăрхаттарса каланă пулăттăр.
-Саккунăн сакки сарлака. Чăн малтанах унта ларас мар тесе тăрăшмалла. Енчен те çаклантăнах пулсан, йĕркене пăхăнмаллах пулать. Ун пек чухне саккун умĕнче турткаланса тăраймăн.
Калаçăва Анастасия АНДРЕЕВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)