20 июля 2013 г.
а Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тĕнчери чылай çĕр-шывра тăван халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарма мехел çитернĕ. Юлашки çулсенче çеç çак патшалăхсене çитсе килнĕ: Испание, Францие, Японие, Турцие, Сирие, Мексикăра пулманччĕ-ха. Акă çак кунсенче унта çул тытнă. Утă уйăхĕн 16-26 мĕшĕсенче тата утă уйăхĕн 27_ çурлан 5-мĕ-шĕсенче Мексикăра фольклор фестивалĕсем иртĕç. Шăпах çавăнта хутшăнĕç те пирĕн юрăпа ташă ăстисем. Фестивальсем вăхăтĕнче йĕркелỹçĕсем конференцисем, ăсталăх класĕсем ирттерме, вырăнти историпе культура пуянлă-хĕпе паллаштарма палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)