20 июля 2013 г.
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларура республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă. Республика бюджечĕ федерацин каялла тавăрса памалла мар йĕркепе килекен хушма укçи кĕнипе пысăкланать. Çапла вара çĕнетнĕ бюджетăн тупăш виçи 34,8 млрд тенкĕ ытларах. 4,9 млрд тенке яхăн хушăнать - ỹсĕм 16,3 процентпа танлашать. Тăкаксен параметрĕ 39 млрд тенкĕ урлă каçать, кунта хушăм 26,1 процент шайĕнчех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)