АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада шайĕнчех иртрĕ

20 июля 2013 г.

Пĕтĕм Тĕнчери студентсен çуллахи универсиади историне кĕрсе юлчĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, вăл хăватлăхĕпе те ыттисенчен чылай уйрăлса тăнă. Унта хутшăннă спортсменсем те хăйсене Олимп вăййисен шайĕнчи ăмăртусенчи пекех туйнине уççăнах çирĕплетнĕ.

Чăваш Енрен универсиадăри тупăшусене 8ăн хутшăнчĕç. Иккĕшĕ вĕсенчен Раççей физкультура университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн çамрăкĕсем-_ Алина Прокопьева çăмăл атлет-стайер тата Кристина Савицкая многоборка, Шупашкарти политехника институтĕнчи Вера Соколовапа Марина Пандакова хăвăрт утакансем. Ыттисем Чăваш патшалăх университетĕнчи Ирина Юманова хăвăрт утакан, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Наталья Пучкова стайер, Мускав юриспруденци институтĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекен Екатерина Краснова, Хусан университечĕн вĕренекенĕ, пинг-понг мастерĕ Антонина Савельева.

Пĕтĕмĕшле пирĕн хĕрсем 9 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ- И. Юмановапа В. Соколова командăпа утас ăсталăхшăн ылтăна тивĕçнĕ. Тăватă кĕмĕл медаль. Виççĕшне А. Прокопьева çурма марафонта уйрăммăн, командăпа тата 10000 метра чупса илнĕ. И. Юманован утас хăвăртлăхĕшĕн панă награди те çак шутах кĕрет. Е. Краснова 51 килограмлă виçерисемпе кĕрешсе, А. Савельева сĕтел çинчи теннисла пĕччен тата иккĕн ăмăртса илнĕ.

Пирĕн спортсменкăсем универсиадăра старта тăни кашнийĕшĕнех усăллă пулнă. Акă çакăн пирки Алина Прокопьева пултарулăхне палăртса чăвашсен паллă тренерĕ Михаил Кузнецов çапла каланă: "Çирĕплетсе калатăп, вăл чăн-чăнах маттур, паттăррăн кĕрешрĕ, Япони спортсменĕпе тивĕçлипе тупăшрĕ. Айккинчен пăхсан вăл черчен хĕрача çеç. Япони спортсменкисен пултарулăхне те пĕлетĕп-ха эпĕ. Алинăн чĕрĕлĕхĕ вара тата та пысăкрах. Вăл Раççей командинче малашне те пысăк çитĕнỹсем тăвасса шансах тăратăп".

Çакна та хушса каламалла: Чăваш ен спортсменĕсем Хусанта ытти универсиадăрисенчен лайăхрах кăтартусемпе савăнтарчĕç. 2011 çулта Китайри (Шэньчжэн) Пĕтĕм тĕнчери çуллахи форумран пирĕн çамрăксем 6 медальпе (1 ылтăн, 3 кĕмĕл, 2 пăхăр) таврăннăччĕ.

А. ЕГОРОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика