24 июля 2013 г.
ПАНУЛМИ тухăçĕ пысăк, кăçалхи евĕр ăнса пулнă чухне унăн пĕлтерĕшĕ, усси пирки шутламастпăр та темелле. Пылак çимĕç вара организма çав тери кирлĕ. Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатать, иммунитета çирĕплетет, чĕрене çамрăклатать. Вăл çеç те мар-ха. Ăсчахсем тĕпченĕ тăрăх, аниспа антоновкăна кашни кун çисен, çын ĕмĕрĕ 17 çул вăрăмланма пултарать иккен!
Чăнах та вăл çав тери усăллă улма. Тутлипе çеç мар, пирĕн кĕлеткешĕн кирлĕ витаминсемпе тата микроэлементсемпе (С, В1, В2, Р, Е, марганец, калий тата ытти те) пуян. Апла-тăк, сăпас хыççăн сада "тапăнма" хатĕрленĕр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)