АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак пулнă çын хисеплĕ

24 июля 2013 г.

Иртнĕ эрнере çара каякан граждансен черетлĕ призывĕ вĕçленчĕ. Хальхинче пирĕн районтан çĕр каччă салтак тумне тăхăнса çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçлама пикенчĕ. Çулсеренех хăйсен ирĕкĕпе çар службине каяс текенсем йышлансах пыраççĕ.

Çамрăксем салтакра кăмăлтанах вăй-халне çирĕплетеççĕ, тĕрекленеççĕ, унтан пысăк хавхаланупа таврăнаççĕ. Ун пек чухне вара кайран хăйсем кăмăллакан ĕçе вырнаçма та çăмăл.

Пурнăç мĕнлерех çулпа каясси вăл хамăр суйласа илнĕ профессирен те нумай килет. Юлашки вăхăтра çамрăксем аслă çар вĕрентỹ учрежденийĕсене пĕлĕве малалла тăсма йышлăн каяççĕ, офицерсем пулаççĕ. Хальхинче хăйсен шăпине çар службипе çыхăнтарнă çирĕм çынран иккĕшĕ- хĕрсем.

Салтакра пулнă çын яланах чыслă та хисеплĕ. Çавăнпа та арçын ачасен мĕн ачаран çак тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе хăйсене хатĕрлемелле: спортпа туслă пулмалла, сывлăха çирĕплетмелле, лайăх вĕренмелле тата ытти те.

П. ВАСЮКОВ, çар комиссариачĕн пай начальник

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика