АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă хакĕ паллă

27 июля 2013 г.

Хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусенчен пĕри - тырă хакĕ. Июль тĕлне саппасра 299,98 пин тонна тырă пулнă. Пĕлтĕрхипе шута илсен пỹлмере 729,98 пин тонна пуçтарăнмалла. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри чĕр тавар тирпейлекен предприятисенче çăкăр пĕçермелли тырă тата çăнăх 8975,7 тонна упранать, çав шутра "Чăвашçăкăрпродукчĕ", "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" предприятисенче те.

Раççей ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2013-2014 çулсенче патшалăх валли продукци туянмалли хаксене палăртнă. ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерстви, Чăваш Енре конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх служби те 2013 çулхи тухăçăн чи пĕчĕк хакĕсене палăртнă. Федерацин Атăлçи округĕнче тата республикăра вĕсем пĕрешкелех: 3 класлă шур пĕрчĕллĕ тулă тонни - 6550, 4 -мĕш класли - 6300, А ушкăнри ыраш 4950 тенкĕ. Çавах та тырă хакне пасар çирĕплетет, йăлтах унти хакран килет. Республикăра тырă рынокне йĕркелесе тăма " Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" çулсерен тырă туянать. Кăçал та 17 пин тонна илме палăртнă. Фонд тата "Чăвашçăкăрпродукчĕ" пĕрлешỹ хуçалăхсене пулас тырă шучĕпе укçа та парса пулăшаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика