АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркĕве туса пĕтермеллех

27 июля 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве туса пĕтерес ыйтупа ятарлă канашлу ирттернĕ. Унта организаци, предприяти ер-тỹçисем, предпринимательсем хутшăнннă.

Асăннă храма вунă çул каялла кăнтăр районĕсен V округĕн ку тĕнчерен куçнă Анатолий Сорокин протоиерей ертсе пынипе тума пуçланă. Синкерлĕ вилĕм хыççăн вăхăтлăха кунти строительство ĕçĕсем чарăнса ларнă. Кăçал вара ăна çĕнĕрен чĕртсе малалла тăсма пикеннĕ. Çакă, паллах, пысăк укçа-тенкĕпе, расхутсемпе çыхăннă. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов çак ĕçе тирпейлесе, йĕркелесе, пулăшса пыма тата хăвăртлатма попечительство канашне туса хума сĕннĕ. Ĕç ушкăнĕн ертỹçи пулма Патăрьел ял тăрăх пуçлăхне Анатолий Моисеева шаннă.

Сăмах май каласан, чиркỹ çурчĕн çỹллĕшĕ 33 метр шутланать, виçĕ тонна таякан тĕп куполĕ 11 метр. Хальхи вăхăтра пĕр куполсăр пуçне ыттисене пурне те вырнаçтарнă.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика