27 июля 2013 г.
Июлĕн 1 мĕшĕнчен Чăваш Енре универсал электрон карттăна (УЭК) илмешкĕн çырнă ыйтусене йышăнакан тепĕр тăватă пункт ĕçлеме пуçланă.
Вĕсем ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн халăхăн социаллă хỹтлĕхĕн уйрăмĕсен никĕсĕсем çинче уçăлнă: Шупашкарăн Мускав районĕнче,Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче.
УЭК илес текенсем çавăн пекех уполномоченнăй организацире - ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Медицинăн информаципе аналитика центрĕ" бюджет учрежденийĕнче тата "Перекет банкĕ" АУОн виçĕ уйрăмĕнче те заявлени пама пултараççĕ, Ыйту çыраканăн хайĕнпе пĕрле паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви (СНИЛС) обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пулмалла. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе парĕç.
Кăçалхи июль уйăхĕнчех Шупашкарăн Ленин районĕнче: Çĕмĕрле хулинче, Муркаш тата Шупашкар районĕсенче заявлени йышăнакан тата УЭК паракан пунктсем уçма планлаççĕ.
Июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне универсал электрон картăна республикăра 620 çын илнĕ,1900-шĕ заявлени панă. Чăваш Енре универсал электрон карттăна илессипе çыхăннă ыйтусене хĕрỹ лини телефонĕпе шăнкăравласа уçăмлатма май пур: 8(8352)32-01-00
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)