АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » IP- телефон меллĕрех

27 июля 2013 г.

  ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăн влаç органĕсене телефонпа тивĕçтермелли пысăк проекта вĕçлет. Офис IP-телефонĕн системине Чăваш Енре 2012 çултах ĕçе кĕртме тытăннă.Çĕнĕ тытăмăн лайăх енĕсене чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Финанс, Экономика, Сывлăх сыхлавĕн, Юстици тата Информаци политикин министерствин ĕçченĕсем хаклама пултарнă.

2013 çулта çак системăпа республикăри пĕтĕм министерствăпа ведомство çыхăннă, çав шутрах - ЧР Патшалăх Канашĕ те. Планпа килĕшỹллĕн IP - телефонсене Чăваш ЕН муниципалитечĕсенче те лартма хатĕрленеççĕ.

IP - телефонсем хуласен хушшинчи тата тĕнче шайĕнчи телефон калаçĕвĕсен хакĕсене чакарма пулăшаççĕ, хăйсен хакне темиçе çултах кăлараççĕ.

Унсăр пуçне вĕсен функци майĕсем те анлăрах: шăнкăравсене куçарма тата кампа калаçнин историне пăхма, сасă почтине тата адреса улăштармалли меслете вырнаçтарма, аудио тата видео-конференцисене хутшăнма пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика