27 июля 2013 г.
Июлĕн 19 _ 21-мĕшĕ-сенче республикăра "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çул-йĕр правилине пăхăнмаллипе çыхăннă ятарлă кунсене вырăнсенче час-часах йĕркелеççĕ пулин те, йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Хальхинче пакунлисем çул урлă каçакан 416 çынна тытса чарнă.
Республикăра йĕркелекен операцисене пирĕн район та хутшăнать. Çул-йĕр правилине пăхăнман пуçтахсем вара кашнинчех тупăнаççĕ. Операци вăхăтĕнче инспекторсем 36 протокол çырнă, вăл шутра çул урлă каçакансем йĕркене пăснипе - 4.
Ĕнер районта "Ỹсĕр водитель" операци пуçланчĕ. Автотранспортпа çула тухакансем гаишниксен аллине çакланасран икĕ хут тимлĕхе ỹстермелле.
А. КАРГИНА, ГИБДД инспекторĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)