АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк хăвăртлăхпа

27 июля 2013 г.

Пурнăç кунран-кун çăмăлланса пырать. Çынсен вăхăтне перекетлес тĕллевпе патшалăх енчен сахал мар ĕç тăваççĕ. Паянхи кун информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă вăхăтра ытти сфера та кая юлмасть. Раççейре пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проекта - пысăк хăвăртлăхпа чукун çул магистральне - хута яма палăртнă.

Хальхи вăхăтра проектне, чукун çул çумĕнчи çынсен çурчĕсене хỹтĕлессине, ĕçсем пынă вăхăтра та . поездсем çỹреме тытăнсан та шăв-шав шайне мĕнлерех чакармаллине, строительство площадкисенче хăрушсăрлăх енчен мĕнлерех карта тытмаллине сỹтсе яваççĕ.

"Мускав - Хусан - Екатеринбург" пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ Раççейри 11 регион витĕр тухĕ, çав шутра Чăваш Ен урлă та. Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсемпе иртессе палăртаççĕ. Хальлĕхе сĕннĕ вариантпа трасса Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем çывăхĕнчен, Кỹкеç поселокĕнчен кăнтăртарах, иртмелле. Республикăра унăн вăрăмăшĕ - 120 км яхăн. Çулăн тĕп тĕллевĕ - 600 километр тăршшĕ хутлăхра вырнаçнă пысăк хуласене çыхăнтарасси.

Асăннă магистральпе çỹрекен поездсен хăвăртлăхĕ - 250 км/с ытла. Çавăнпа та вĕсене ятарлă çулпа çỹретеççĕ. Вăл хута кайсан Раççейĕн пĕр кĕтесĕнчен теприне çитме çăмăл пулни каламасăрах паллă. Набережные Челны, Ижевск, Йошкар- Ола, Ĕпхỹ, Челябинск тата ытти хулара пурăнакансене тухса çỹреме чылай меллĕрех пулĕ. Сăмахран, пĕр станцирен теприне çитме 3 - 3,5 сехет кирлĕ, " Екатеринбург - Хусан- Чулхула - Мускав" маршрутпа пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитмешкĕн - 8 сехет. Хăвăрт çитнишĕн çул çỹрев хака лармалла мар, социаллă пулăшусене шута илмелле. Кунсăр пуçне тата çынсене çĕрлехи вăхăтра, пĕтĕм условисемпе, турттарассине, пуçламăш станцирен ларса вĕçне меллĕ вăхăтра çитмеллине те тĕпе хумалла. Хальхи вăхăтра пысăк хăвăртлăхпа чукун çул тăвас проекта республикăри муниципалитетсенче, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче, пăхса тухаççĕ.

Л. СЕМЕНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика