31 июля 2013 г.
Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура республикăри спорт резервне хатĕрлемелли тытăма лайăхлатассипе, 2015 çулта Шупашкарта Европăн çăмăл атлетика командисен чемпионатне (суперлига) ирттерессипе, çавăн пекех спорт объекчĕсем тăвассипе, пуррисене реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Виталий Мутко 2013 çулта хоккеистсен 4-мĕш СДЮСШОРне реконструкцилеме тата лаша спор-чĕн комплексĕ валли федераци бюджетĕнчен 35,5 млн тенкĕ уйăрнине çирĕплетнĕ. Европа чемпионатне ирттерме хатĕрленĕ май "Олимпийский" стадиона реконструкцилеме тата 60 млн тенкĕ уйăраççĕ.
Федераци бюджечĕн параметрĕсене çирĕплетнĕ хыççăн Шупашкарти Пăр кермен строительстви валли те хушма укçа пулĕ. Çавăн пекех 2014-2015 çулсенче Чăваш Ен территорийĕнче шкулсен çĕнĕ 10 стадионне тумалли проекта пĕрле пурнăçласси пирки укçин виçине проектпа смета документацине хатĕрленĕ хыççăн çи-рĕплетрĕç. Юлашки çулсенче республикăра 50 яхăн спорт объекчĕ тунă е реконструкциленĕ, çак тĕллевпе 3,7 млрд тенке яхăн тăкакланнă. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 3830 спорт сооруженийĕ ĕçлет. Спорт резервне 56 спортсмен хатĕрлеççĕ.
Юлашки вăхăтра республикăра спорт учрежденийĕсен шалăвне пысăклатас енĕпе курăмлă ĕç тунă. Çак тĕллевпе Чăваш Ен бюджетĕнчен кăçал 110 млн тенке яхăн уйăраççĕ. 2013 çулта пĕл-тĕрхипе танлаштарсан ĕç укçи 62 процент пысăкланать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)