31 июля 2013 г.
Çынсем çывăх вăхăтрах хваттершĕн ку уйăхшăн тỹлемелли квитанцие алла илĕç. Вĕсене çĕнĕ хаксем хăратса пăрахмĕç-ши?
Вырăнти влаç органĕсен управляющи компанисен лару-тăрăвне пĕлмеллех, тỹлев хакĕсене регионти вăтам кăтартуран ирттермелле мар.
Хваттер тытакансен подъездри çутă тăкакĕшĕн те тỹлемеллине хăнăхма вăхăт. Унпа хамăрах усă куратпăр. Подъездра тĕттĕм пулсанах: "Мĕншĕн çутă çук, такăнса ỹксен те нимĕн те курмастпăр", - тетпĕр ЖКХ ĕçченĕсене тарăхса. Укçа тỹлеме тăрсан вара çакăн çинчен аса та илместпĕр.
Сезон пĕр аварисĕр ирттĕр, топливо саппас та пултăр тесе тăрăшмалла. Нумай çĕрте котельнăйсем совет влаçĕн вăхăтĕнчисемех, кивĕ, пăрахăçлама тахçанах вăхăт çитнĕ, çавăнпа усăллă ĕç коэффициенчĕ пĕчĕк, ăшăн пĕр пайĕ урама каять. Программăпа çак ĕçсене 4 çулта йăлтах пурнăçламалла, инфратытăма лайăхлатмалла, ЖКХ тытăмне çĕнетмелле, техника-оборудовани таврашне модернизацилемелле. Ĕçĕ темĕн чухлех. Тăкакĕ пысăкран тỹлев хакĕ те самаях пухăнать.
В. ГРИГОРЬЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)