31 июля 2013 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен районта "Трактор" операци-уйăхлăх иртет. "
Трактор" операци-уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ - механизаторсем хушшинче профилактика ĕçĕсене ирттересси. Çак тапхăрта патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекторĕсемпе çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем кану е уяв кунĕсене пăхмасăр çула тухĕç, техника хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсене эксплуатацилемелли йĕркене пăхăнассине, киввисене шутран кăлармаллине, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине хаклаççĕ. Йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлипе явап тыттарĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)