АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар сỹнтерекенсен операцийĕ

31 июля 2013 г.

  Патăрьелĕнчи пушар чаçĕнче республикăн кăнтăр районĕсенчи пушар хуралĕн ĕçченĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Унта вырăнти, Шăмăршăри, Елчĕкри, Комсомольскинчи, Тăвайĕнчи, çавăн пекех Тутарстанри Çĕпрелти хуралта вăй хуракансем хутшăнчĕç.

Мероприятие республикăри чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн ертỹçи В. Игнатьев тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин ертỹçин çумĕ (вăлах ăмăртусен тĕп судйи) С. Ерофеев полковник уçрĕç.

Этапсенчи вăйăсене А. Леонтьев капитанпа С. Аникин аслă лейтенант хак пачĕç.

Ăмăртусене хутшăнакансем чăрмавсем урлă каçса 100 метра чупрĕç, пусма хурса 4-мĕш хута хăпарчĕç, ытти енĕпе тупăшрĕç. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсене лỹшкесе çăвакан çумăр та чăрмантармарĕ. Республикăри ăмăртăва хутшăнма Тăвай тата Комсомольски районĕсен ĕçченĕсем тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика