31 июля 2013 г.
Кăçал пуçласа çарăк акрăм, аван пулчĕ. Ăна Раççейре хăçан туса илме пуçланине пĕлес килет тата унăн усси пирки каласа параймăр-ши?
Çарăка çынсем 40 ĕмĕр каяллах акса ỹстернĕ. Ăна пĕçерсе те, пăшăхласа та, шаритлесе те, чĕрĕлле те çинĕ. Раççейре II Кĕтерне патша вăхăтĕчченех (шăпах çĕр улми илсе килнĕ ун чухне) çарăк чи ăнăçлă усă куракан çимĕçсен шутне кĕнĕ. Çавна май "пĕçернĕ çарăкран та ансатрах" (проще пареной репы) тесе калани юлнă вырăс чĕлхине. Чăвашсем те çарăка юратни ăна тупмалли юмахсенче епле сăнланинчен аван курăнать: "Чипер те - хĕр мар, хỹри пур та - шăши мар", "Тутли шалта, йỹççи тулта".
Çарăк купăста йышши пахча çимĕç шутланать, унăн çуралнă кĕтесĕ - Çĕпĕр тăрăхĕ. Вăл ытларах сарă тĕслĕ, анчах сортне кура урăх тĕслĕ те пулать. Çарăкри минераллă веществосемпе витаминсен пуянлăхне кура вара çак çимĕçе чăн-чăн "ылтăн пахча çимĕçĕ" теме те пулать. Çимĕçре рак клеткисене тата сахăр диабетне хирĕç кĕрешекен глюкорафанин ятлă микроэлемент пур. Çарăкра çавăн пекех С витамин апельсинпа лимонринчен, купăстаринчен 2 хут ытларах. Кунсăр пуçне çак витаминсем йышлă: А, В1, В2, В5, РР, каротин, кали, кальци, фосфор, магни, натри, тимĕр, сера, кăштах марганецпа йод та пур. Çарăкри фосфор виçи редиспа йỹç кăшманринчен те ирттерет, унти минерал тăварĕсем вара çын организмне питех те кирлĕ, калăпăр, сера тăварĕ юна тасатать тата пỹрепе шăк хăмпинчи чула вĕтетет, магни вара шыçă чирĕсемпе кĕрешет тата организма шăмă тĕртĕмĕсенчи кальцие йышăнма пулăшать. Çакă çитĕнекен ачасемшĕн уйрăмах усăллă, çавăн пекех ваттисемшĕн те сиплĕ, мĕншĕн тесен шăпах вĕсен шăмă патракланса пынипе çыхăннă остеопороз чирĕ аталанас хăрушлăх пур. Çарăк хырăмлăхпа пыршăлăха та лайăх витĕм кỹрет, веществосен ылмашăвне йĕркелеме пулăшать. Ăна самăрлăх чирĕпе аптăракансене сĕнекен меню шутне кĕртме ыйтаççĕ. Сахăр диабечĕ, пĕверпе ват хутаççин чирĕсем пуррисемшĕн те çарăк паха апат шутланать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)