АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен хăраман

31 июля 2013 г.

"Кĕçĕн Арапуçĕн хисеплĕ çынни" ята илнĕ Василий Петрович Маркиданов 1925 çулта январĕн 6-мĕшĕне çуралнă.

Вăрçă пуçланнă чух Василий Петрович заводра, тимĕр шăратнă çĕртре вăй хунă. Хастар та вăйлă ĕçленĕрен ăна хăрушă вăхăтсем пĕтичченех бронь панă. Тĕрлĕ ĕçе вăл тĕплĕн тунă: пай илсе çум çумланă, утă хатĕрленĕ, кĕпе-йĕммине те кашни ачи валли хăй аллипе çĕленĕ. 

-Каçхине ларатчĕ те, кама валли паян çĕнĕ япала çĕлессе калатчĕ. Çав ача вара çĕрĕпе çывăрмасăр кĕтсе ларатчĕ. Тата ун пек кăçат тĕплекен те çук пуль пирĕн патра. Ял-йыш та хăйĕн пушмакĕсене тỹрлетме ялан атте патне илсе килетчĕ. Вара вăл никама та пулăшусăр хăварман, хăйĕн ир тăмалла пулсан та çывăрмасăр çĕлетчĕ,- каласа парать хĕрĕ, Фаина Васильевна.

Тивĕçлĕ канăва та пилорамăра ĕçлесе тухнă Василий Петрович. Халĕ вара арăмĕпе пĕрле гектар таран çĕре тĕрлĕ пахча-çимĕç лартса, тасатса пурăнать. Ачисем те час-часах пулăшма килсе тăраçç. Ĕнине, сыснине, пăрăвне усраççĕ. Карти-шĕсем тап-таса, хĕлле юр тăратмаççĕ. Анчах та ватăлса пынăçемĕн вăйĕ сахалланать. Çавăнпа тăванĕсем ватăсемшĕн пăшăрханаççĕ: çĕр лаптăкне пĕчĕклетесшĕн, выльăх йышне чакарасшăн.

Ĕçчен арçын çумĕнче ĕçчен хĕрарăм пурăнать. Зоя Карповна фельдшерица пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вăл тепĕр пилĕк-ултă çул пăрахман. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 66 çул пĕрле пурăнаççĕ. Сакăр ача çуратса ура çине тăратнă вĕсем. Люба, Юля, Наташа медицина енĕпе ĕçлеççĕ. Фаина Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Антонина Патăрьелĕнчи вăтам шкулăн учительници, Юра - водитель. Вăл çул çинче тĕрĕс-тĕкел çỹренĕшĕн нумай хутчен тав сăмахне тивĕçнĕ. Строитель техникумне пĕтернĕ хыççăн Слава та çав енĕпех вăй хурать. 18 мăнукĕпе тата 10 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ ватăсем.

Дина КУСТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика