АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре йывăр пулсан, хăрушлăхра çăмăл

31 июля 2013 г.

 Патăрьел райповĕн тĕп мероприятийĕсен планĕпе килĕшỹллĕн июлĕн 25-мĕшĕнче тулли мар яваплă "Союз" пĕрлешỹ (çăкăр завочĕ) территорийĕнче кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултаракан хăрушлăхсене сирсе яма май паракан вĕренỹ иртрĕ.

Унта республикăри çăкăр завочĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç. Вĕренỹ вăхăтĕнче гражданла хỹтĕлев хăнăхăвĕсене аса илчĕç, çут çанталăк тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан районти дежурнăй-диспетчер службисемпе хăвăрт çыхăнма пултараслăха тишкерчĕç. Ятарлă тактика вĕрентĕвне Раççей Федерацийĕнчи Центросоюзăн гражданла хỹтĕлев пайĕн ертỹçи А. Волынкин, Чăвашпотребсоюз правлени председателĕн çумĕ А. Донцов, мобилизаци пайĕн начальникĕ В. Масливец, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи Г. Каллин, райпо председателĕ П. Перепелкин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Хăнасене чи малтанах предприяти ертỹçи Л. Кузнецова ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

"Союз" пĕрлешỹ 80 тĕрлĕ ытла апат-çимĕç пĕçерсе кăларать. Вăл шутра çăкăр, булка, кондитер, сухари, шушкă, кĕсел тата ыттисем те. Продукцине вара хамăр тăрăхра тата кỹршĕллĕ Шăмăршă, Çĕпрел, Пăва районĕсене, Чĕмпĕр облаçне ăсатать. Çăкăр-булкăпа 180 суту-илỹ точкине, районти 26 бюджет организацине тивĕçтерет. Эрнере 2-3 хутчен пасарсене тухассине йĕркене кĕртнĕ. "Сахарок", "Кĕрсе тух" суту-илỹ пĕрлешĕвĕсем те вырăнти ăстасен продукцине хаваспах сутаççĕ. Экономика йывăрлăхĕсем, конкуренци пур пулсан та предприяти умма лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Иртнĕ çул тавар сутассин калăпăшне 25,1 млн. тенке çитернĕ. Тупăш пур, çĕнĕрен те çĕнĕ çимĕç хатĕрлет. Çавна май оборудованисене улăштарассине те мала хураççĕ: администраци çуртне, производство цехне, йăла пỹлĕмĕсене тĕпрен юсанă.

Бюджета тата ытти фондсене налук кĕртессипе те çийĕнчех татăлса пыраççĕ.

Предприяти республикăра "Чăвашпотребсоюз" ирттерекен мĕн пур конкурссемпе выставкăсене хастар хутшăнать, вĕсенчен сумлă наградăсемпе таврăнать. Районти шкулсене, библиотекăсене, музейсене, сусăрсене, хăйсен ĕçченĕсене спонсорла тата пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшассине те манмасть. Икĕ сменăпа, пĕр кану кунĕпе вăй хуни тавар туянакан патне çемçе те кăпăшка апат-çимĕçе илсе çитерме май парать.

Тактика вĕрентĕвне хутшăннисем персонала хăрушсăр вырăна эвакуацилеме, "пушара" сỹнтерме пултарнине кăтартрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика