АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Помидор фитофторăпа сиенленесрен

31 июля 2013 г.

Çумăрсем пуçлансанах пахча-çимĕçе тĕрлĕ чир-чĕр тапăнать. Помидора вара кашни çул фитофтора шар кăтартать. Унăн çĕр çумне перĕнсе тăракан çулçисене иртсе тухрăм-ха, вируссенчен упракан хутăшпа та сирпĕтрĕм. Анчах тĕмсем çинчи çĕнĕ çимĕçсем çинче татах хура паллăсем пур. Мĕн тумалла?

Халăх сĕнекен меслетсемпе те усă курса пăхма пултаратăр. Ыхра хушса вĕретнĕ шывпа, тăпăрчă тунă хыççăн юлнă çĕве шывĕпе сапма пулать. Анчах та ку мел çанталăк кăштах çумăрлă тăнă хыççăн уяртса ярсан çеç усăллă. Ăмăр çанталăкра е ирсерен вăйлă сывлăм ỹкнĕ чухне Ридомил Голд препарат пулăшать. Унпа икĕ эрне сиктерсе икĕ хутчен пĕрĕхтерме сĕнеççĕ. Перепарата çумăр çуса ан ятăр тесе çимĕçсене пленкăпа витсе хумалла. Тĕмсем çинчен хуралнă çулçăсемпе çĕрĕшнĕ çимĕçсене пуçтарса илнĕ хыççăн 10 л шыв çине 1 стакан тăвар ярса ирĕлтернĕ хутăшпа пĕрĕхни те аван.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика