31 июля 2013 г.
Патшалăх пулăшĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче хальхи вăхăтра 69 тĕрлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшусене илме пулать. Çакна тума порталта регистрациленмелле, код илнĕ хыççăн харпăр хăйĕн кабинетĕнче ĕçе тăсмалла.
Чи нумай пулăшу паракан - Шупашкар хула администрацийĕ (27) тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви (18). Портал урлă медицина енĕпе ĕçлеме лицензи илме, аптекăсене электрон рецептсем ярса пама, ачана кашни уйăхра паракан пособи валли хутсем хатĕрлеме, ача усрава илес текенсен черетне тăма тата ытти те тума пулать.
Çулталăк ытла ĕçленĕ хушăра qosusiuqi.ru портал урлă Чăваш Енре пурăнакансем 4500 хутчен пулăшу илнĕ. Ытларах чухне çак мелпе пĕрлешесси çинчен, çын вилнине регистрацилесси çинчен заявлени çырнă, ĕç шыранă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)