31 июля 2013 г.
" Пасарта суту-илỹ тăвакансем хăйсене предприниматель е коммерсант теççĕ пулин те, ахаль халăхшăн вĕсем - усламçăсем. Халĕ пурнăçĕ çапларах: кулленхи пурнăçа кам мĕнле пĕлет, çапла сыпăнтарса пыма тăрăшать.
Пасарта пулнă май, мана пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: " тутлă-и" усламçă çăкăрĕ е вĕсем чăннипех те пуян çынсем-ши? Темиçе çынпа калаçнă хыççăн тинех пĕри " кăвак хуппине" уçма килĕшрĕ, анчах хăйĕн ятне асăнма ыйтмарĕ. Мĕнех, ăна та ăнланма пулать. Акă вăл каласа пани.Кунта автортан хушни нимĕн те çук. -Пире спекулянтсем тенине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çынсем пире пуянсем тесе шутлаççĕ пулĕ те, анчах пĕрре те ун пек мар: чылай чухне пирĕн тавар хăйĕн хакне тавăраймасть. Тĕрлĕрен сăлтавсем кунта.
ПĔРРЕМĔШĔ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăр илме пысăк хуласем, Мускав таранах çỹретпĕр. Ушкăнпа пухăнса каятпăр пулин те , çул тăкакĕсем пысăк. Тара тытнă транспорт хатĕрĕшĕн тỹлемеллех вĕт. Япаласене ытларах складсенчен курттăммăн илме тăрăшатпăр. Кун пек чухне вĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăраймăн - укçа тỹле те, вĕçтер. Кайран пасарта, сутнă чух, ỹпкев сăмахĕсене те илтме тивет. Хăш-пĕр тавар, уйрăмах тумтир, пахалăхсăр. Каялла тавăрса параççĕ. Ун пеккине урăхран кам илтĕр? Çухату, тăкак мар-и вара çакă?
ИККĔМĔШĔ. Халĕ çул çинче рэкет текен ăнлав анлăн сарăлчĕ: транспорт хатĕрĕсене тыта-тыта чараççĕ. Каллех енчĕке хыпашлама тивет. Унсăрăн тавара илсе юласси куç кĕретех. Хăшĕсем хỹтĕлекенсемпе ( вырăсла крыша теççĕ) усă кураççĕ. Çакă та тăкаксăр мар. Пасарта тепĕр чух кунĕпе пĕр япала сутайманни те сахал мар пулать. Çакăн сăлтавĕ - конкуренци. Пурин те - пĕр тавар, хакĕсем вара - тĕрлĕрен. Çук вĕт, çакăн пирки калаçса татăлаймастпăр. Хăшĕсем хака 5-10 тенкĕ чакараççĕ те, вĕсен сутăнать. Ыттисемшĕн - çук. Туянакан вара яланах йỹнĕреххине шырать.
Сутаятăн-и е çук - вырăн укçи тỹлеме тивет. Ахăртнех, пире çынсем çу ăшĕнче ишекен чăкăт вырăнĕнче кураççĕ пулĕ. Çук çав, апла мар: нумай чухне шурă кулача хура çăкăрпа улăштарма тивет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)