03 августа 2013 г.
ĔÇЛЕКЕН çынна шалупа вăхăтра тивĕçтересси - кашни ертỹçĕн пĕрремĕш тивĕçĕ. Шел пулин те, хальхи вăхăтра та хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче, ытти организацисенче те ăна каярах юлса параççĕ. Прокуратурăран пĕлтернĕ тăрăх, саккуна пăснă тĕслĕхсем пирĕн районта та тĕл пулаççĕ-ха. Çакăншăн вара нихăш руководителе те пуçран шăлмаççĕ. Хальхаççăн, акă, Елчĕк тăрăхĕнчи начарах мар аталанса пыракан пĕр хуçалăх ертỹçинех çак "çылăхшăн" çулталăка пуçлăх пуканĕнчен хăтарнă. Республикипе вара кăçал çеç вун виçĕ кооператив хуçине ĕçрен пăрнă. Ваттисем хĕрне каланине яланах кинне илтме хушнă. Çавăнпа та чавсана çыртмалла ан пултăр тесен, пирĕн тăрăхра пурин те саккуна пăхăнмах тивет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)