03 августа 2013 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹре чылай вăхăт шăплăх хуçаланнă хыççăн çĕнĕрен ĕç шавĕ пуçланни Христос тĕнне ĕненекен кашни çыннах савăнтарать. Пысăк кĕлĕ çуртне туса пĕтерес тесе уйрăм çынсем те, коллективсем те тăрăшаççĕ: укçа пуçтарса параççĕ. Хăшĕсем вара чун ыйтнипе, ыр кăмăллăхпа кунти шалти ĕçсене тирпейлеме çỹреççĕ. Сăмахран, Аня Черноглазова ертсе пыракан ушкăн тăхăр кун пĕр канмасăр юлнă ĕçсене пурнăçлама пулăшнă. Çакнашкал хастарсем татах та тупăнса тăрсан, çывăх вăхăтрах чиркỹ чанĕн сасси ян! та ян! янăраса пурне те пĕрремĕш кĕлле чĕнĕ. Ырă ĕçшĕн алă тăсма хатĕррисене, нимене хутшăнас текенсене 8-927-856-08-08 телефонпа шăнкăравласа калаçма сĕнетпĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)