03 августа 2013 г.
Шăрăх çанталăка пула июлĕн 20-мĕшĕнчен Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине кĕртнине пĕлтернĕччĕ. Типпе юлнипе кăçал Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсем уйрăмах пысăк шар кураççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх тăкак 700 млн тенкĕлĕх. Çанталăка пула республика пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши кульурăсене- 70-80 пин, çĕр улми 100-130 пин тонна çухатма пултарать. ЧР ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх оранизацийĕсене тыр-пул пĕтнине çирĕплетме документ хатĕрлеме хушнă. Çапла майпа йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ хуçалăхсен тăкакне саплаштарма пулăшасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)