03 августа 2013 г.
Кучухне полици сотрудникĕсемсĕр пуçне саккунлăха пăхăнма хистекен органсем пĕрре çеç мар: прокуратура, район сучĕ, суд приставĕ... РФ следстви комитечĕн районсем хушшинчи пайĕн ĕçĕ те йĕрке хуралĕпех çыхăннă. Пакунлисен çамрăк ушкăнĕ (кунта пурте вăтăр çула çитмен) вăхăтран-вăхăта районти хаçатçăсемпе тĕл пулса халăха кăсăклантаракан чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явасси йăлана кĕрсе пырать. Хальхинче те следстви пайĕн ертỹçи Р. Шайхалов журналистсемпе хăйсен ĕçне хакламалли критерисем çинче чарăнса тăчĕ.
-Следстви тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. Пирĕн тĕп тĕллев - мĕн пур преступление уçса парасси тата айăплисене тивĕçлипе явап тыттарасси,- терĕ Руслан Небиуллович çур çулхи кăтартусем пирки калаçăва пуçланă май. Ун хыççăн хăш пĕр танлаштаруллă кăтартусене илсе пачĕ. Кăçалхи çур çулта çеç тĕпчесе тата тишкерсе 118 уголовлă ĕç пуçарнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен виçĕ хута яхăн ытларах. Следовательсен ĕç нагрузки те çавăн чухлех ỹснĕ. 46 преступленин вĕçне-хĕрне тухнă, 249 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Пурлăха арестлемелли статьяпа айăпланă тĕслĕх те пур.
Пулăмсем ырă енне улшăнни те курăнать. Акă кăçал ыйтусемпе кĕрекен сахалланнă, çын вĕлерессипе, ирĕксĕрлесе мăшкăллассипе çыхăннă преступленисем чакнă. Çакă йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем вырăнта профилактика ĕçне кирлĕ пек туса пынине, вĕсен ĕçĕ витĕмлĕ пулнине çирĕплетет. Следстви пайĕ райшалĕçпайĕн оперативлă служба, прокуратура сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса тимлени коррупципе çыхăннă хура ĕçсене тăрă шыв çине кăларма та чылай пулăшать. Тĕслĕхрен, Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, Комсомольскинчи ветеринари службин ĕçченĕ, Елчĕк районĕнчи коммерци организацийĕн директорĕ, пирĕн районти централизациленĕ бухгалтерин работникĕ ячĕпе пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕрлехи вăйĕпа чылай тĕпчеме тивнĕ.
Уголовлă ĕçсенчен çул çитмен ачасемпе çыхăннă преступленисем пăшăрхантараççĕ. Кам айăпĕпе, мĕне пула вĕсем çап-çамрăкла суд сакки çине лараççĕ? Ыйту çине тỹрех хурав та тупаймăн. Ку вăл ача мĕнле çемьере ỹснипе те, воспитани шайĕ епле пулнипе те, шкул, общество витĕмĕпе те çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисем явăçнă вун çичĕ ĕçе шута илнĕ. Сăкăтра пурăнакан вун ултă çулхи пĕр ачана вăхăтра асăрхаса тĕрĕс çул кăтартнă пулсан, вăл çын килĕнчен укçа вăрласа та тухмĕччĕ. 600 тенкĕшĕн хăйĕн ятне-шывне вараласа хунă.
Следстви пайĕн Сăкăтри тата Шăмăршă тăрăхĕнчи 40 тата 26 çулсенчи ача амăшĕсем хăйсен тимсĕрлĕхне пула пĕчĕк пепкисене вĕлерни пирки те чылай тĕпчеме тивнĕ. Район сучĕ преступленишĕн РФ УКăн 109 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпланă.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)