АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велосипедпа- канма, ăмăртма

06 августа 2013 г.

Мĕн вăл урам, тротуар, кĕпер, хĕреслĕ çул? Мĕн чухлĕ ыйту! Вĕсен хуравне тупасшăн пулчĕç те ĕнтĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти сывлăха çирĕплетмелли лагере çỹрекен ачасем. Çак тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр инспекторĕсемпе çул-çỹреве тухрĕç. Малтанах ачасемпе Ю. Краснов физкультура учителĕ, Н. Тарасовпа К. Платонов инспекторсем инструктаж ирттерчĕç, çул-йĕр правилисене мĕнлерех пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Велосипедпа тухакан çул-çỹрев маршручĕ Патăрьелĕнчен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи стадиона çити пулчĕ. Ку çулпа транспорт йышлă çỹрет. Кĕперсемпе пăрăнчăксем те пур. Чиперех çитрĕç ачасем спорт комплексне. Унта "Çамрăк çул çỹревçĕ" вăйă-конкурс ирттерчĕç. Малти вырăнсемшĕн кашнийĕ тупăшрĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене тĕрĕс пĕлет çитĕнекен ăру.

Ку сменăра 4 отряд канать шкулта. Мĕнле мероприяти çеç ирттермеççĕ-ши вĕсемпе воспитательсем! "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне çỹреççĕ, районти пушар хуралĕн чаçне çитрĕç, "Знатоки" конкурс йĕркелерĕç... Лагерь начальникĕ В. Аппакова канăвăн кашни кунĕ усăллă та асра юлмалла ирттĕр тесе сахал мар тăрăшать.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика