03 августа 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран: "Çул-йĕр çинчи транспорт инкекĕсене пула вилеслĕхе чакарасси паракан медицина пулăшăвĕн шайĕнчен кăна килмест. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме, чăн малтанах, çуран çỹрекенсен тата водительсен çул-йĕр çинчи культура шайне ỹстермелле.
Автобусра ларса пыракан хĕрарăм куçне илмесĕр йывăçсем хушшинче, çул хĕрринче мĕлтлетсе юлакан палăксем çине тинкерет. Хурăн айĕнче унăн ывăлне асăнса лартнă палăк патĕнчен иртнĕ чухне унăн икĕ куçĕ те куççульпе тулчĕ, çутă тумламсем пичĕ тăрăх юхса анчĕç...
Ытла та нумайланса пыраççĕ-çке вĕсем, аваринче вилнĕ çынсем! Палăксем çинчи сăн ỹкерчĕксенче пурнăçа юратакансен хаваслă та илемлĕ пичĕсем сăнланнă. Мĕн чухлĕ çамрăкăн кун-çулĕ татăлнă-ши тата çав аварисенче! Шутлама пуçласан вĕçне те çитеймĕн.
Нумай чухне водительсем "Хуллен каян - инçе пулан" каларăша пуçра тытмаççĕ, машинăсене çил пек хăвалаççĕ. Çул хĕррипе вырнаçтарнă паллăсене уяса та тăмаççĕ. Вĕсене çул хĕррине илемшĕн кăна çакса тухнă тейĕн.
Ял хушшинче те хăвăрт-лăха чакарма шутламаççĕ водительсем. Енчен те çул çине ача (халĕ каникул вăхăчĕ) е ватă çын тухса тăрсан, инкек пулма та пултарать-çке. Чăх-чĕп, хур-кăвакал та урамра çỹрет, вĕсем те кустăрма айне кĕрсе кайма пултараççĕ. Епле васкасан та асăрханулăх пирки манса каяс, пĕр йăнăш утăмшăн пурнăç илемне çухатас марччĕ. Руль умне ỹсĕрле ларакансем те çав-çавах пур-ха. "Хаяррине" тутаннă хыççăн тинĕс те чĕр куççи таран кăна тенĕ евĕр, вĕсемшĕн те нимĕнле хăрушлăх та çук. Эрех-сăра ĕçсе кăмăлне çĕкленĕскерсем, киле таврăнас вырăнне таврари ялсем тăрăх çỹреççĕ. Хăйсене ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ кĕтнине те манса каяççĕ. Шухăшласа пăхсан, аварисен пысăкрах пайĕ водитель ỹсĕррипе пулнă. Çакă пурне те паллă. Темшĕн хăшне-пĕрне шухăша ямасть çакă. Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартас килет. Хăш чухне (ку вара пулкалать) çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхăн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем хушшинче çул-йĕр правилине пăснăшăн чарнă водителе "çăлса" хăваракансем те тупăнаççĕ. Айăпа кĕнисене пысăк вырăн йышăнакан тăван-пĕлĕшĕ, юлташĕ туххăмрах ирĕке ямалла тăвать. Çакăн хыççăн лешĕ малашне те ним пăхмасăр иртĕнсе çỹрет. Кăçалхи январьтен пуçласа районта 26 авари пулнă, вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 31 аманнă. Машина туянтăн пулсан _ ĕçме пăрах. Çакă хăвна та, теприне те инкек кỹмĕ. Водительсен çул çинче тимлĕхе çухатмалла маррине асра тытмалла. Çуран çỹрекенсен те куçсене яриех уçса пымалла. Автобус çинче ларса пыракан амăшĕ пек аваринче вилекенсемшĕн хурланмалла ан пултăрах.
А. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)