АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх малти вырăнта

03 августа 2013 г.

 Çуллахи каникул ачасемшĕн лайăх кану вăхăчĕ, анчах ашшĕ-амăшĕн пăлханмалли тапхăр. Виçĕ уйăх лайăх иртсе кайтăр тесе ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки тарăн шухăшлаççĕ аслисем. Вĕсем кунĕпе килте. Урамра выляççĕ-и е пỹртре - ача-пăча çинчен шухăш каймасть.

Çак ыйтăва тимлĕх уйăракан ашшĕ-амăшне тата ачасене "Спас-эксприм" (www.spas-extreme.ru) ятарлă сайта кĕрсе пăхма сĕнетпĕр.

Кунта вырнаçтарнă информаци ашшĕ-амăшне, педагогсене ытлашши пулмĕ. Порталта тĕрлĕ сĕнỹсем вуласа пĕлме, видеофильм курма пулать. "Ачасем террора хирĕç", "Йăлари хăрушлăхсем", "Çут çанталăкри хăрушлăхсем" страницăсенче нумай кăсăклине пĕлме пулать. Ачасем тĕрлĕ ыйтăмсем çине хуравлама пултараççĕ. Спасик ятлă арçын ача хăйне тĕрлĕ лару-тăрура мĕнле тытмаллине вĕрентĕ.

Пĕчĕкскерсене тĕрлĕ вăйăсем илĕртĕç, ашшĕ-амăшĕ Раççей МЧСĕн çăлавçисем ятарласа аслисем валли хатĕрленĕ сĕнỹсене вуласа кăсăкланĕç.

Ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ятарлă "Спасайкин" журнал тухса тăрать. 6-12 çулхи ачасем валли кăларакан журналта терроризмла хăрушлăх, техногенлă катастрофăсем тата ытти чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле пăхăнмаллине вĕрентеççĕ. Çавăн пекех патриотла воспитани паракан темăсене те хускатаççĕ. Уйăхра пĕрре тухакан журнала районти почта çыхăну уйрăмĕ урлă та çырăнса илме пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика