АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

07 августа 2013 г.

 Августăн 2-мĕшĕнче район администраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Михаил Петров, администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, пĕрлех ял тăрăх пуçлăхĕсем, администраци подразделенийĕсен ертỹçисем, мĕн пур йышши харпăрлăхлă предприяти, организаци тата учреждени пуçлăхĕсем хутшăннă.

Тĕп ыйту - Патăрьел районĕн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ. Унпа администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарнă. Сăмах май, район бюджечĕ кăçал тупăшсен енĕпе 84237,6 пин е 14,95 процент ỹсет, тăкаксен енĕпе 87180,7 пин тенкĕ е 15,35 процент сарăлать. Ку, паллах, питĕ кăмăллă пулăм. Çапла вара районăн кăçалхи пĕрле çимелли "кукăлĕ" 647,5 миллион тенкĕ урлă та каçать. Депутатсем пĕр саслă пулса район бюджетне хушăмсемпе улшăнусем кĕртнĕ.

Ларура çавăн пекех район пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтусене сỹтсе явнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика